Вăрнар районĕ: васкама сăлтав çук

Районти çемьесем амăшĕн капиталне ачасене вĕрентме тата ача садне çÿренĕшĕн тÿлеме унчченхинчен ытларах усă курма тытăннă.

Ку федераллă саккун вăя кĕнĕренпе ачисене аслă шкулсенче тата колледжсенче вĕрентме, пĕчĕккисене шкул çулĕчченхи учрежденисене çÿретме амăшĕн капиталне районта 17 çемье (пĕтĕмпе 390 пин тенкĕ) янă.

Аса илтеретпĕр, ку укçа-тенкĕ шучĕпе çемьери хăть хăш ача (25 çултан аслăрах марри) Раççейри пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те пĕлÿ илме пултарать. Кунсăр пуçне вĕренÿ тапхăрĕнче общежитинче пурăннăшăн тÿлеме те май пур.

Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, амăшĕн капиталне тивĕçнине ĕнентерекен сертификата 2007 çултанпа пирĕн тăрăхра 1918 çемье алла илнĕ. Пĕтĕм йышран çурри ытла укçа-тенкĕпе саккунпа килĕшÿллĕн усă курнă ĕнтĕ. Капитала çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ярасси ытларах сарăлнă – çак тĕллевпе 672 çемье 206106 пин тенкĕ куçарнă. Амăшĕн ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне ÿстерме ыйтса çырнă заявленисем районта пулман.

Паянхи куна амăшĕн капиталĕн виçи 408960 ытла тенкĕпе танлашать, унпа усă курассине вăхăтпа чикĕлемен. Çавăнпа та сертификатпа 2016 çулччен усă курса юлмалла текен сас-хура тĕрĕс мар тесе ăнлантараççĕ Пенси фончĕн ĕçченĕсем. Программăран иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене усрава илнĕ çемьесене кăларасси пирки те нихăçан та сăмах пулман.

Саккунра çырнипе килĕшÿллĕн, 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă е усрава илнĕ ача амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçме право парать. Анчах сертификат укçине хăвăртрах ĕçе яма васкама нимле сăлтав та çук. Капитал виçи çулсерен индексациленсе ÿссе пырать.

И.ЯКОВЛЕВА.



11 сентября 2013
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter