Фильм ÿкереççĕ

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш енре «Раççей, манăн юрату!» фильм ÿкерме пуçланă. Пĕтĕм Раççейри «Культура» телерадиокомпани чăваш халăхĕн пурнăçне, культурине, йăли-йĕркине халалланă программăсен циклне ÿкерет. Телевизионщиксем шÿрпе, хуран кукли пĕçерес вăрттăнлăхсемпе, чăваш тĕррин эрешĕсемпе тата тумтир уйрăмлăхĕсемпе паллашнă ĕнтĕ. Халĕ «Кĕр сăри» тата «Чÿклеме» йăласене ÿкереççĕ.

«Раççей, манăн юрату!» документаллă публицистика проекчĕ Раççей Президенчĕн указĕпе пурнăçланать. Ун ертÿçи – Франци издателĕ тата хальхи вăхăтри искусство коллекционерĕ Пьер Кристиан Броше. Раççейре вăл 20 çул пурăнать, кунта çемье телейне тупнă. Вăл арăмĕ, ачисем çуралнă çĕршыв çинчен ытларах пĕлесшĕн.



11 сентября 2013
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter