«ОПЖТ» НПпа Чăваш Республикин Правительстви хушшинчи Килĕшĕве Михаил Игнатьев тата Валентин Гапанович алă пусса çирĕплетнĕ

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев EXPO 1520 чукун çул  техникипе технологийĕн IV халăхсем хушшинчи курава хутшăннă. Курав Мускав облаçĕнчи Щербинка хулинче иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ куравăн торжествăлла пайĕпе канашлу ĕçне хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа «Раççей чукун çулĕсем» ОАО Президенчĕ Владимир Якунин калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, производительсем хушшинче çивĕч тупăшу пулнă май, ытларах чукун çул транспорчĕсене хута ярассипе  НИОКР ĕçне витĕм кӳме тăрăшмаллине,  ăна пула РЖД валли хамăр патĕнче туса кăларакан таврĕсем ытларах пулмаллине каланă. Владимир Якунин кăçалхи çул  Санкт-Петербургра халăхсем хушшинчи иртнĕ экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  Владимир Путин палăртнă приоритетлă проектсем çинчен чарăнса тăнă. Палăртнă ĕçсенчен пĕри – Мускав –Хусан (ВСМ2) пысăк хăвăртлăхпа çӳремелли чукун çул, вăл Чăваш Енри тăватă район витĕр иртсе каякан магистрале хута ярасси пирки проект. Ĕçлĕ канашлу иртнĕ хыççăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Чукун çул техникисене пĕрлештерекен» коммерциллĕ мар партнер хушшинче килĕшсе ĕçлемелли хута алă пусса çирĕплетнĕ.   Ĕç хутне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата  «ОПЖТ» НП Президенчĕ Валентин Гапанович алă пуснă. Килĕшĕве виçĕ çуллăха çирĕплетнĕ.  Енсем пĕр-пĕринпе чукун çул машинисене аталантарассинче çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса кирлĕ пек условисем туса пама калаçса татăлнă. Ятарлă професси илессинче те май килнĕ таран условисем туса парасси çинчен калаçнă. Калаçура Чăваш Енре машинăсем калăпласа кăларакан предприятисен  пухăннă потенциалĕ чукун çул валли хатĕрсене калăплассинче тата çивĕч конкуренцире самаях пулăшса витĕм кӳнине палăртнă. 2011-2013 çулсенче республикăри предприятисем «РЖД» ОАО валли 50,5 млрд. тенкĕллĕх тавар хатĕрлесе тăратнă. «ОПЖТ» НП пĕрлешĕвĕн йĕркелӳçисем 2007 çулта çĕртме уйăхĕнче «Российские железные дороги» ОАО, «Трансмашхолдинг» ЗАО, «Компания корпоративного управления «Концерн «Тракторные заводы» ООО, «УК холдинга «Русская корпорация транспортного машиностроения» ООО  пĕрлешӳсем пулнă. Чăваш Республики енчен партнер членĕсем «ККУ «Концерн «Тракторные заводы», «ЭЛАРА» ОАО, «ЧП «Сеспель» ЗАО  тата «ВНИИР» ОАО шутланаççĕ. Партнер пулни,  пысăк та  малта пыракан çĕнĕ технологиллĕ чукун çул машинисене калăплассинче лайăх утăмсем тума пулăшать. Салон ĕçĕпе килĕшӳллĕн Шупашкарти «НПК «Элара» ОАО предприятипе «Наукăпа тĕпчев автоматика системин институчĕ» ОАОпа пĕрле çыхăнса ĕçлемелли хута алă пусса çирĕплетнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун пек Килĕшĕве ал пусни пирĕн Чваш Енри производительсене аталанма лайăхрах майсем тупса панине асăннă. «РЖД» ОАО пирĕн патăрта калăпласа кăларнă таварсене самай ыйтаççĕ.  Апла пулсан пирĕншĕн тата та лайăх, ку вăл пирĕн хушма ĕç вырăнĕсем. Малашлăхра çирĕплетнĕ килĕшĕве тĕпе хурса  ВСМ2 валли таварсем калăпласа кăларассипе те ĕçлеме тытăнасси пирки палăртнине уççăммăн каланă Пуçлăх.  Тĕплĕнрех



11 сентября 2013
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter