Элĕк районĕ: çемье çавăракансен хисепĕ ÿснĕ

Кăçалхи сакăр уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, районти ЗАГС пайĕ 8 акт сахалрах çырнă. 2012 çулта çуралакансен йышĕ 21 ача ытларах пулнă. Кăçал вара 123 ача тĕнчене килнĕ: 58 арçын ачапа 65 хĕрача. Чи аслă амăшĕ 1967 çулта çуралнă, чи çамрăкки – 1997 çулта. Сакăр уйăхра 242 çын пурнăçран уйрăлнă, пĕлтĕр – 239. 128 арçынпа 114 хĕрарăм çĕре кĕнĕ. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 64 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашать. Çемье çавăракансен хисепĕ ÿснĕ. 59 мăшăр пĕр тĕвве çыхăннă. Уйрăлакансем те пĕлтĕрхинчен сахалрах. 26 мăшăр пĕр-пĕринпе хут уйăрттарнă. Ытларах 25-39 çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсен çемйисем арканаççĕ.



12 сентября 2013
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter