Чăваш Ен Правительствин ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван  Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ.  Чăваш Ен Правительствин членĕсем Чăваш Республикин саккун проектне 2014 çулта Чăваш Республикинчи пенсионерсен чи пĕчĕк пурăнмалли укçа виçине 5413 тенкĕне çитересси саккун проекчĕпе килĕшнĕ.  Çакăн пекех Чăваш Республикин саккун проектне Чăваш Республикин саккунне кĕртнĕ  тепĕр улшăну Чăваш Республикинчи налук ыйтăвĕсене  Раççей Федерацийĕн налуксем çинчен калакан саккунпа килĕшӳллĕн налук пухассин хăш-пĕр уйрăмлăхĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков тĕплĕн паллаштарнă.  Организацисенче предпринимательсене предприятин ĕçĕсенче автобуссемпе, тавар турттармалли машинăсемпе тата çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн (сĕрмелли хатĕр вырăнне) налку тӳлессин пайĕ пĕр лаша вăйне - хакĕ 20 процента çити чакасси лайăх хыпара пĕлтернĕ. Палăртнă ыйту 2014 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет те,  2020-мĕш çулччен ĕçлĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем Чăваш Республикин Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин ĕç кăтартăвĕсем çинчен доклад итленĕ. Чăваш Республикинчи çĕнĕ йышши инновациллĕ электротехника кластерĕн территорийĕн Управляющий компание коммерциллĕ мар партнера Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди уйăрмаллин йĕркине çирĕплетни çинчен калакан йышăнăва пăхса тухса килĕшнĕ. Палăртнă тĕллев республикăра пĕчĕк тата вăтам предприниматель субъекчĕсене валли инжиниринг центрĕсем тума май парĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков ĕç хучĕ инновациллĕ инфратытăма аталантарма май панине уйрăммăн палăртса хăварнă.  Унсăр пуçне проектсем хатĕрлес ĕçре те самай витĕм кӳрессине каланă. 2013 çулта выльăхсен апачĕ курăмлăнах ӳснине кура, чăх-чĕп, сысна аш-какайĕ тата çăмарта илессипе тимлекен ял хуçалăх таварĕсемпе ĕçлекен предприятисене тăкаксене саплаштарма Чăваш Республикин республика хыснинчен (бюджетĕнчен) парса пулăшмалли укçа-тенкĕ йĕрки çинчен калакан ĕç хутне йышăннă. Ял хуçалăх таварĕсене калăпласа кăларакан предприятисем, вĕсем республика территорийĕнче ĕçлеççĕ пулсан, пулăшусемпе усă курма пултарассине каланă. 2012 çулта IV кварталта республика бюджетĕнчен 10 çăмартана - 2,9 тенкĕ укçа бюджетран парса саплаштарнă, 1 тонна чĕрĕ чăх-чĕп какайĕшĕн - 4 124 тенкĕ, 1 тонна чĕрĕ сысна аш-какайĕшĕн - 10 479 тенкĕ парса пулăшнă пулнă. Çакăн йышши пулăшусене кăçалхи çул пама пĕтĕм бюджетран 106 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен федераци бюджетĕнчен 100,7 млн, тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 5,3 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту республикăри ««Ачаки» Чăваш Респукбликинчи этноçутçанталăк паркĕ» тăван тавралăха упрас енĕпе йышăнă уйрăм парка А.П. Айдак ятне парасси йышăнупа килĕшнĕ. Тĕллевĕ каламасăрах паллă,  Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Чăваш Енĕн Хисеплĕ гражданĕ ята ĕмĕрлĕхех упраса асра тытасипе çыхăннă. 2015 çулта Раççейре Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа пысăк курăмлă уяв мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Чăваш Республикинче палăртнă пулăма хисеплесе ĕç комитетне йĕркеленĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов  Чăваш Республикинчи вĕрентӳпе наука тытăмĕнче патшалăх учрежденийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçин шайĕн йĕрки çинчен калакан ĕç хутне тăратнă. Вĕренӳ çинчен калакан Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн «училища» ят ылмашăнать. Патăрьелĕнчи 7-мĕш №-лĕ ПУ - агропромышленноç техникум ята илет, Канашри 16-мĕш №-лĕ  ПУ – Канашри строительство техникумĕ ята куçĕ. Ларура Чăваш Республикин патшалăх программисен хăш-пĕр паспорчĕсене çирĕплетнĕ, унсăр пуçне кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

 



12 сентября 2013
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter