Тăвай районĕ: тĕплĕн хатĕрленсе

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кĕрхи ярмăрккана 2013 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ умĕнче ирттереççĕ. Унта çулленхи пекех çимĕç кÿрекен йывăçсен хунавĕсемпе тĕмсем, районта туса илекен паха ял хуçалăх продукцийĕ, халăха кирлĕ таварсем сутаççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çитĕнтернĕ продукцисен, уйрăм предпринимательсем тăратнă изделисен, ăстасен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеççĕ. Концерт, театрализациленĕ представлени пулать.

“Кĕр парнисем–2013” ярмăрккана йĕркелесе ирттерме комисси çирĕплетнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ–АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин ертсе пырать.

(Хамăр инф.).



13 сентября 2013
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter