Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хăй шантарнă сăмахне яланах пурнăçлать»

 Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика Партийĕн Чăваш Енри регионалĕнчи уйрăмĕн XX конференцийне хутшăннă. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти вунă çула яхăн çĕр-шывшăн та, Чăваш Еншĕн те политикăра тĕп вăй пулнине, пурнăçăн экономика, социаллă политика реформине тытса пынине палăртнă. Республикăри пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе Парти проекчĕсем эффективлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Калăпăр, çуртсем лаптăкĕсенчи çулсене тĕпрен юсасси, нумай хутлă çуртсене юсав ĕçĕсем туни, пурăнма юрăхсăра тухнă, аварйлĕ çуртсенчен çынсене лайăх хваттерсене куçарас программăсем те курăмлăнах пурнăçланса пыраççĕ. Социаллă-экономика аталанăвĕнче уйрм çитĕнӳсем те самай тунă, республикăри вĕренӳ, сывлăх сыхлавне модернизацилеме пысăк пулăшусем панă, унсăр пуçне экономика секторне, паредпринимательлĕхе аталантарма, çĕнĕ производствăсем уçассинче, çынсем валли ĕç вырăнĕсем тупма майсем хатĕрлесе панă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хăй каланă сăмахне яланах тытать. «Пирĕн пĕтĕмĕшле çитĕнӳсем, ырă ĕçсем çинчен тăтăшах халăха пĕлтермелле. Паян çынсене пĕтĕмпех ăнлантарса памалла, тĕнчере çивĕч пурнăç условийĕнче малтах темиçе çул каялла пурăннă вăхăтри пек пурăнмалла мар. Кун çинчен яланах уççăн пĕлтерме тăрăшмалла, вăтанмалла мар», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Михаил Игнатьев регионти уйрăмĕн ертӳлĕхне çитменлĕхсем çинчен  те каламасăр хăвармалла маррине, парти йĕркине пăсакансене çирĕп тĕрĕслесех тăмаллине асăннă.  Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партире тăракансене, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенчи парти членĕсене пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă.   «Лăпланса лармалла мар, политка тупăшăвĕ çивĕчленсех пырать. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле, республикăри общесвăлла политика тăнăçлăхне çирĕплетессипе хар тăрса ĕçлеме кирлине уççăммăн палăртнă Михаил Игнатьев. Конференци ĕçĕнче Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн партийĕн 2012 çул авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çул авăн уйăхĕн 12-мĕшĕчченхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Хальхи канашлура Регионти политка канашĕн çĕнĕ членĕсене, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн XIV Съезчĕн делегачĕсене суйласа хăварнă. Мускавра конференци кăçал юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртĕ.  Тĕплĕнрех



13 сентября 2013
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter