Михаил Игнатьев: «Пирĕн тĕллев –пуçаруллă, пултаруллă пысăк ĕмĕтлĕ тĕллевлĕ республикăра пурăнакансене пулăшасси»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче  Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче пулнă, «2013 - КераМагия» куравпа паллашнă. Асăннă мероприятие паллă художника П. Кипарисова 80 çул тултарнă ятпа халалласа уçнă. Чăваш Енĕн чĕринче ячĕллĕ куравра культурăпа искусство тытăмĕнчи çĕнĕ йышши проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ, республикăри конкурсра  çĕнтерсе гранта тивĕçнисене свидетельствăсем парса хисеп тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илес енĕпе ирттерекен ăмăртăва 2004 çултанпа йĕркелесе янă. Палăртнă вăхăт хушшинче культурăпа искусство тытăмĕнчи çĕнĕ йышши аталанма май паракан 100 проекта - 8 млн 450 пин тенкĕллĕх финанс тĕлĕшĕнчен пулăшупа тивĕçтернĕ.  2012 çултан пуçласа, 500 пинрен тăракан грантăн виçи 1 млн тенкĕне çитнĕ. Вăтамран конкурсра 30 ĕç тăратаççĕ, пĕтĕмлетӳсем тăрăх чи лайăх 9 проекта суйласа илеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ, конкурсра хутшăннисене саламланă май,  паянхи кун влаç органĕсен тĕллевĕ  республикăра пурăнакан талантлă та инициативлă, мал ĕмĕтлĕ, XXI ĕмĕрте пахалăхлă тата çĕнĕ шайра ĕçлеме пĕлекенсене  аталанма майсем тупса парасси пулнине палăртса каланă. Михаил Игнатьев  конкурс комиссийĕ суйласа илнĕ çĕнтерӳçĕ-проектсем чăвашсен нумай халăхлă, тĕлĕнмелле илемлĕ культурине аталантарассипе тата упраса хăварасси çине ытларах витĕм кӳнине асăннă. «Палăртнă проектсенче литература, экологи, культурăпа театр, обществăра çемьен пуянлăхне упрассипе ĕçсене ытларах çыхăнтарнă», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Етĕрнери тĕп вулавăшăн директорĕ «Туслăхпа юрату кĕперĕ» проектăн ертӳçи Нина Долгова çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме майсем тупни, республикăра пурăнакансене интереслĕ мероприятисенче хутшăнма май панине, учреждени-çĕнтерӳçĕсене  малашнехи ĕçсенче усă куракан хатĕрсене туянма ирĕк панине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ, пултарулăх проекчĕсем Чăваш Республикинче авăн уйăхĕпе чӳк уйăхĕсенче иртекен культурăлла пулăмсен Марафонĕн тĕп шăнăрĕ шутланать.  Мероприятие йĕркелесе янăранпа культура пулăмĕсен Марафонĕ Шупашкар тăрăхĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра, Улатăр хулисенче тата Шăмăршă, Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Элĕк, Тăвай, Ельчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсенче пулса курнă. Пурĕ 3 пине яхăн мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 200 пин çын  куракан хăйсен кăмăлне тултарнă. Тĕплĕнрех



13 сентября 2013
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter