Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗпе вӑрман промышленноҫӗн хи­сеплӗ ӗҫченӗҫем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе чӗререн салам­латӑп!

Чӑваш Ен Правительстви вӑрман пуянлӑхӗсене шанчӑклӑн сыхласcи тата ху­шӑнтарса пырасси, экологи культурине йӗркелесси ҫине тимлӗ пӑ­хать, мӗншӗн тесен вӑрман вӑл – планетӑн «ӳпки», ҫут ҫанталӑкпа эконо­микӑн хаксӑр пуянлӑхӗ.

Республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче паян хӑйсен ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлакан чӑн-чӑн ӑстаҫӑсем вӑй хураҫҫӗ.  

Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑкпа палӑрса юлнӑ 2010 ҫул хыҫҫӑн вӑрман ху­ҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ҫуннӑ вӑрмансене тасатса тирпейлес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. 3 пин ытла гектарпа танлашакан лаптӑкри вӑрмансене чӗрт­се тӑратнӑ, 3,2 пин ытла гектар ҫинче лартса ӳстернӗ ҫамрӑк йы­вӑҫсене ху­ҫалӑхра усӑ куракан хаклӑ йывӑҫсен ушкӑнне кӗртнӗ.

Вӑрмансене пушартан сыхлас ӗҫе тивӗҫтерме юлашки ҫулсенче 195 миллион ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ тата кирлӗ пек вӑйсемпе хатӗрсене йӗр­келесе-пухса ҫитернӗ. Талӑкӗпех ӗҫлекен пӗр пӗтӗм диспетчер службине туса хуни тата вӑрманпушар службине хальхи йышши техникӑпа  ти­вӗҫтерни  республика территорийӗнче ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе сиксе тухакан пушарсенчен сыхланмалли тухӑҫлӑ тытӑм туса хума май пачӗ. Пушартан асӑрханмалли мерӑсене вӑхӑтра йышӑннине пула ҫак тапхӑрта вӑр­манта пӗтӗмпе те икӗ пушар кӑна тухнине шута илнӗ.

Республикӑра халӑх пурӑнакан вырӑнсенче йывӑҫ лартассипе ҫы­хӑн­нӑ акцисем ҫине-ҫинех иртеҫҫӗ, вӗсем кашни ҫынна, уйрӑмах ҫам­рӑк­сене, ҫут ҫанталӑка упрама тата хисеплеме кирлине ӑша хывма пулӑ­шаҫ­ҫӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем тӑван енӗн ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне сыхласа упрас тата хушӑнтарса пырас ӗҫе малашне те хӑйсен тӳпине хывасса, вӑрман хуҫӑлӑхӗн ӗҫченӗсен паха опычӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗ вара отрасль умӗнче тӑракан задачӑсене ӑнӑҫлӑн татса пама пулӑшса пырасса  шанса тӑратӑп.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, мӗн пур ыррине тата тӑ­нӑҫ­лӑх сунатӑп!   

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                                 М. Игнатьев.

    



14 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter