Халăхпа пĕр шухăшлă

Электропуйăссене Мускавран Екатеринбурга çити пысăк хăвăртлăхпа çÿретме магистраль туни, вăл Чăваш Ен территорийĕ урлă епле иртесси пирки Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче канашлусем малалла пыраççĕ.

 Иртнĕ эрнере министерствăн, район администрацийĕсен, федерацин пурлăха тытса тăракан Чăваш Енри агентствин, ытти тытăм представителĕсем ВСМ-2 тĕп чукун çул схемин республикăри сыпăкне тишкернĕ.

 Ĕçлĕ тĕл пулăва Михаил Янковский министр уçнă. Михаил Вячеславович пухăннисене трасса иртекен, электропуйăс чарăнакан вырăнсемпе тĕплĕн паллашса тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума ыйтнă.

 Республикăра электропуйăс 2 çĕрте - Шупашкарпа Етĕрне районĕсенчи Мăнал тата Полянки ялĕсен çывăхĕнче чарăнать. Етĕрне район администрацийĕн представителĕ Олег Иванов Полянки М-7 федераци автоçулĕ çывăхĕнче вырнаçнине, çавна май магистраль ялпа тата автоçулпа мĕн чухлĕ хушăра пулмаллине тĕплĕн тишкерсе палăртма сĕннĕ.

 ВСМ-2 магистралĕн Муркаш тăрăхĕнчи трасси çинчен район администраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никитин пĕлтернĕ, проектировщиксем халăхпа пĕр шухăшлă пулнине палăртнă.

 Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсен администраци представителĕсем канашлура сĕнÿсем панă.

 Министр тĕп чукун çул иртекен районсенчен килнисене магистральпе çыхăннă çĕр лаптăкĕсене сутса пуйма ĕмĕтленекенсенчен сыхă пулма, администраци енчен тĕрĕслесе тăма, резервра тытма палăртнă лаптăксен списокне хатĕрлеме хушнă.

Пĕтĕм документа Чăваш Ен Правительствинче пăхса тухнă хыççăн «Хăвăрт çÿретекен тĕп чукун çулсем» АУОна ярса параççĕ.

 В.ВАЛЕНТИНОВ



14 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter