«Советская Чувашия» хаçатăн çăмăл атлетика эстафета чупăвĕ Шупашкарта 75-мĕш хут иртнĕ

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртусене хутшăннă. Ăмăртусене Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ,  СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаева халалланă. Ку хутĕнче ăмăрту юбилейлĕ 75-мĕш хут иртнĕ. Йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсене яланхиллех авăн уйăхĕнче йĕркелесе ирттереççĕ. Ăмăртусем Шупашкар хулинче «Олимп» стадионĕнче иртнĕ. Фестивале уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăмăл атлетика чупу, чи массăллă спорт ăмăртăвĕ шутланнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ 2015 çулта Шупашкарта çăмăл атлетикăпа иртекен Европа чемпионачĕ республикăра спорта аталантарма хушма вăй тата çĕнĕ чемпионсем панине асăннă. Унсăр пуçне 2016, 2018, 2020-мĕш çулсенче Чăваш Ен  хăвăрт утассипе тĕнче Кубокне хутшăнма палăртать. Журналистикăра, спортра тата сывă пурнăç йĕркинче пысăк витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьев спорт ветеранне, «Советская Чувашия» хаçатăн ăмăртăвне активлă хутшăнаканне Юрий Плотникова   республика символикиллĕ сехете парса чыс тунă. Çавăн пекех хаçатăн çырăнтару  пай пуçлăхне Марина Ивановăна, «Чувашия» ГТРК спорт ĕçне çутатса параканне Вячеслав Ильина асăнмаллăх парне панă.  Спортăн фестивальне уçнă хыççăн, чи малтанах VIP- чупу иртнĕ, унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, çӳллĕшне сикессипе  Сурдлимп XXII çуллахи вăййисен кĕмĕл призерĕ Иван Пакин,  ВФЛА  уйрăм спрорт программисен ертӳçи, Раççей чемпионĕ тата рекордсменĕ  Александр Порхомовский, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата та нумай спортсменсем хутшăннă.   Эстафетăсене уйрăммăн МИХсем, çемьесем, ветерансем, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсем, районсемпе хула администрацисем, шкулсем, тата та нумай ытти тĕрлĕ командăсем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ. Пĕтĕмпе ăмăртусенче 312 команда хутшăннă, вĕсенче 1600 спортсмен хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Тĕплĕнрех



16 сентября 2013
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter