Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем 99 % хатĕр

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Республикăн строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2013-2014 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнлерех хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем 99,9% хатĕр. (2012 çулта çак тапхăрта 91 процент чухлĕ хатĕр пулнă). Пĕтĕмĕшле илес пулсан хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕç вĕçленсе пырать. 95 процент юрăхсăра тухнă ăшăтмалли системăсене - 95,5 процент киревсĕре тухнă шывпа тивĕçтермелли хатĕрсене  пĕтĕмпех ылмаштарнă.  Пĕр кăлтăксемсĕр ăшăпа тивĕçтерес тĕллевпе хутса ăшăтма 101,4 процент чухлĕ топлива хатĕрленĕ,  сĕрмелли шĕвеке -1703 тонна, угль – 2216 тонна хатĕрлесе хунă. Хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн, ЖКХ тытăмĕн организацийĕсен топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă курнăшăн парăмсем 31 процент чухлĕ чакнине асăннă, çут-çанталăк газĕшĕн 2,1 процент, электро энергишĕн 20 процент, ăшă энергийĕшĕн 27 процент чухлĕ чакарнине асăннă. Михаил Игнатьев республикăри администрацисен пуçлăхĕсене энергоресурссемшĕн парăмсене 2013 çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен парса татмаллине асăрхаттарнă, уйрăмах ку енĕпе Çĕмĕрле хулинче лару-тăрăва çивĕчлетмеллине палăртнă «Çĕмĕрлере пĕр хутчен çеç мар ыйтăва татса пама бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă, анчах та ыйту вырăнтан хускалмасть. Хулари пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн финанс тытăмĕнчи ĕçе тĕпрен пăхса тухмалла, унсăрăн кун пек ишĕлчĕк малалла та  тăсăласси пĕр иккеленмесĕрех курăнма пăрахмĕ», - çирĕппĕн палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацисен пуçлăхĕсем каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне республикăри пурăнмалли çурт-йĕр фондчĕ 96 процент чухлĕ хатĕр пулнине асăннă.  Ăшăпа тивĕçтерес ĕç вăраха тăсăлнине кура, Михаил Игнатьев хула влаçĕсене ĕçе куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков республикăн социаллă экономика аталанăвĕн  2013 çулхи 8 уйăхри малтанхи кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Палăртнă тапхăрта производствăсен калăпăшĕсене «АККОНД» ОАО, «Фирма «Август» - «ВЗСП» ЗАО филиал, «ЭЛАРА» ОАО, «ЭКРА» НПП ООО,  «ВНИИР» ОАО, «Чебоксарское предприятие «Сеспель» ЗАО, «ШЗСА» ОАО, «Комбинат автофургонов» ОАО, «ЧПО им. В.И.Чапаева» ОАО,   «Алатырский механический завод» ОАО,  «АЗНХ» ОАО, «Букет Чувашии» ОАО, «Вурнарский мясокомбинат» ООО, филиал «Девелей» ООО, «Чебоксарский хлебокомбинат» ОАО, «ЖБК-2» ООО,  «Чебоксарская керамика» ОАО,  «Лента» ОАО  тата ыттисем те курăмлăнах ӳстерсе пынине асăнннă. Ял хуçалăх таварĕсене туса илессин калăпăшĕ чакни çынсене çӳреттермели транспортсенчи пулăшу хакĕсем ӳсни сисĕнет. Михаил Игнатьев ку тытăмра конкуренци пулманнине асăннă. Унсăр пуçне ГЖД çулĕсен представителĕсемпе пĕрле чукун çул транспорчĕсемпе çӳремелли хаксене пĕчĕклетесси пирки ыйтăва пăхса тухма сĕнсе хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаила Ноздряков  Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕлтĕрхипе, çак тапхăртипе танлаштарсан 6,7 процен чухлĕ ӳснине каласа хăварнă. Харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассипе те  çичĕ уйăх кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен,  Раççей шайĕнче 10-мĕш вырăнта, ПФО илес пулсан 1-мĕш вырăн йышăнать, налуксен тупăшĕ ӳсессипе илсен Чăваш Ен  Раççейре -11-мĕш, ПФОра -2-мĕш вырăнта тăрать. Чăваш Республики патшалăх умĕнчи парăмсене çулталăк пуçланнăранпа 24,9 процент, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 37,8 процент чухлĕ чакарнă.   



16 сентября 2013
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter