Патшалăх çул-йĕрĕпе - малалла!

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн йышĕнче - 31181 член. Чăваш Республикинче регистрациленнĕ 30 яхăн политика партийĕнчен вăл - чи пысăкки. Чăннипех - хăватлă вăй. Шучĕпе кăна мар, республикăн экономика аталанăвĕнчи тата социаллă пурнăç сферинчи пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕлĕпе те.

Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен, 19-мĕш партконференци иртнĕренпе, ĕç-хĕле пĕтĕмлетме, йыша çĕнетме, хастаррисене чыслама тата партин юпа уйăхĕнче Мускавра иртекен XIV съезчĕн делегачĕсене суйлама Чăваш регион уйрăмĕн 20-мĕш конференцийĕн 119 делегачĕ Шупашкара пухăнчĕ. Конференци ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕрлĕ шайри депутатсем, министерство-ведомство ертÿçисем, район тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, партактив хутшăнчĕç.

Конференци тытăмне йĕркеленĕ хыççăн ăна ăнăçлă ĕçлеме ырă сунса РФ Патшалăх Думин депутачĕсен Руслан Тихоновпа Алена Аршиновăн тата Леонид Лебедев сенаторăн телеграммисене вуларĕç. Унтан Михаил Игнатьев сăмах илчĕ.

- Тĕллевлĕ тата тăрăшуллă ĕçлесе чылай ÿсĕм турăмăр. Эпир вĕсемпе лăпланса лармăпăр. Пире халăх шаннине хальтерех иртнĕ суйлав кампанийĕ те çирĕплетрĕ, ăна тÿрре кăларас тесе тата тăрăшуллăрах вăй хума тивет, - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. - Туса çитерейменни те, йăнăш та пулчĕ. Вĕсене халăхран пытармастпăр. Вĕсенчен хăтăлса пырăпăр. Республикăра нумай партилĕх тытăмĕ йĕркеленнĕ тапхăрта халăх кашнин ĕç-хĕлне сăнаса тăрать, хак парать. Çавăнпа хамăр ĕçе улшăнусем кĕртмелле...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ парти программипе килĕшÿллĕн республикăра пурнăçланă ĕçсен калăпăшне тишкерчĕ. Пĕчĕк мар вăл. Сăмахран, асфальт çул тăршшĕ палăрмаллах вăрăмланнă, ялсенче çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ, çынсем физкультурăпа спорт комплексĕсенче сывлăхне çирĕплетеççĕ. Халĕ, акă, çĕнĕ ФАПсем уçăлаççĕ. Тата ытти те. Пурте - ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатма тунă ĕçсем. Хула та аякра юлмасть. Умра - пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ тĕллевсем. Михаил Васильевич сăмахне партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та çирĕплетрĕ. Николай Владимирович уйрăмăн çулталăкри ĕç-хĕлĕпе тишкерÿллĕ паллаштарчĕ.

Конференци Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн йышне çĕнетрĕ. Йышран тухакансене хастар ĕçшĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ, çĕнĕрен кĕртнисене «пил пачĕ». Партин çĕнĕ 10 членĕ партбилет илчĕ. Юлашкинчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин XIV съездне кайма 6 делегат суйларĕç. Вĕсем - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Елчĕк район пуçлăхĕ Роза Молодова, Шупашкар хулинчи тата Улатăр районĕнчи пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем Александр Вареновпа Нина Шпилевая.

 Юрий СТЕПАНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter