Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ Юнга ял поселенийĕнчи «ВаСем» ОООра çĕр улми пуçтаракансен ĕçĕпе паллашнă.  Хуçалăх ертӳçи Валерий Кондратьев паянхи кун тĕлне 80 га çинчен çимĕçе пухса кĕртнине, 1000 тонна çĕр улми тирпейленине, тухăç пĕр гектартан 200 ц  пулнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çĕр улмине пухса кĕртес ĕçре  юнашар хуçалăхсенче пушă ларакан техникăсене те явăçтармаллине палăртнă, çав шутрах фермерсене те.  «ВаСем» ООО производство базинче Михаил Игнатьев çĕр улмине суйласа кĕртмелли хатĕрсемпе, çимĕçе упрамалли ятарлă вырăнпа тата унта вăй хуракан ĕçчен алăллă ял  çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Çĕр улмине упрама складра хăйне евĕр пĕр пек температура тытса тăраççĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ кĕрхи культурăсем йышăнакан уйсене çитсе килнĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хуçалăхсем кĕрхи культурăсене пурĕ 4,6 пин га çинче акса хăварнине палăртнă.  Хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 13,4 пин га çинче вырса тĕшĕленĕ, планпа пăхнин 100 проценчĕпе танлашать (республикăра - 98,5%),  22,2 пин тонна тырра вырса пуçтарнă, палăрнтнин 106,6 проценчĕ (республикăра - 98,7%), пĕр гектартан 16,6 ц тухăç илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 101,2 процент (республикăра - 18,1 ц/га - 91,4% чухлĕ). «Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем патне уйăрнă укçа-тенке вăхăтра çитернĕ, çанталăк условийĕсене пула аграри ĕçченĕсем тăкак тӳсеççĕ. Çĕр улми ӳснĕ вăхăтра çанталăк типĕ тăчĕ. Паян вара палăртнинчен пĕрре виççĕмĕш пайне те пухса кĕртме йывăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ ял ĕçченĕсене кĕрхи вырма ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме суннă. Ĕçчен чăваш халăхĕ тăпра нӳрĕ пулнине пăхмасăрах мĕн акнине пĕтĕмпех пухса кĕртесси пирки нимĕн чухлĕ те иккеленменнине  палăртнă Пуçлăх.  Михаил Игнатьев усă курман çĕр пайĕсене эффективлă ĕçлекен организацисене памаллине асăннă, район администрацийĕн пуçлăхне çак ыйтăва çирĕп тĕрĕслеме хушнă.  Тĕплĕнрех



17 сентября 2013
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter