Патăрьел районĕ: ачасен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

     Сывлăх чи хаклă пуянлăх иккенне халь аслисем кăна мар, ачасем те лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен шкулта вĕсесене харпăр хăй сывлăхне упрамалли çинчен уроксенче те, класс тата шкул тулашĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисенче те ăнлантараççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ, видеофильмсем кăтартаççĕ, конкурссем-ăмăртусем, акцисем ирттереççĕ.

     Паян та, акă, Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, шурă халатлисем ачасен сывлăхне тĕрĕслерĕç.  Н.Анюрова медсестрапа И.Майорова тухтăр арçын ачасемпе хĕр ачасене тĕрлĕ канашсем пама та манмарĕç: " Куçа мĕнле упрамалла? Пыр шыççине мĕншĕн вăхăтра сиплемелле? Гигиена правилисене тытса пынин усси пур-и?.."  

     Шкулта ку ыйтусем тавра час-часах калаçатпăр пулин те, тухтăрсем ăнлантарни тата вырăнлăрах, витĕмлĕрех паллах.  



18 сентября 2013
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter