Михаил Игнатьев Шупашкарти хăш-пĕр объектсене çитсе килнĕ

 Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти хăш-пĕр объектсене çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ археологи вак-тĕвекĕсене кăларакан ятарлă вырăнпа паллашнă. Кунти ĕçсене Чăваш патшалăх гуманитари наукисен  институчĕн студенчĕсем пурнăçлаççĕ. Романовсен династинчен Михаил Федорович пĕрремĕш вырăс царĕн Мария Шестова кинемейĕн усыпальницине тупас тесе ятарласа ĕçлеççĕ. Мария Шестова останкисене 1913 çулта тупнă, ун хыççăн ăна торжествăлла майпа тепĕр хут чавса пытарнă пулнă, анчах та чăн-чăн ятарлă тăпри вырăнĕ паллă мар. Паянхи куна стенипе урайĕн тĕпренчĕкĕсене,  Никольский храмĕн кăнтăр чăн-чăн алтарь пайне тата саркофаг  тупса палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  чавса тупнă япаласем республика çыннисемшĕн тата çитес ăрушăн та  истори енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, археологсене тĕпчев ĕçĕнче май килнĕ таран пулăшма шантарнă. Шупашкар – Раççейри тватă хуласенчен пĕри, ăçта Романовсен йăхĕн тымарĕсене шăтăк алтса  пытарнă. Малашлăхра хулан чи ватă пайĕ туристсене илсе çӳретмелли ятарлă вырăн та пулса тăрĕ. Михаил Игнатьев «Волжский платинум» пурăнмалли комплекса çитсе килнĕ,  ку вырăнта таса чунпа ĕçлемен строительство организацийĕсене пула, 117 пая кĕнĕ çын шар курнă пулнă.  Халĕ кунта «ГУКС» МУП çĕнĕ подрядлă организаци вăй хурать. 2012-мĕш çул юпа уйăхĕнчен пуçласа Эльгер урамĕнчи 53, 54-мĕш çурт вырăнĕсенче строительствопа монтаж ĕçĕсем пыраççĕ.  Çуртăн пĕрремĕш тапхăрне 2013 çул раштав уйăхĕнче хута яма палăртнă. Пĕтĕмĕшле ĕçе вĕçлеме 2014 çул иккĕмĕш квартала палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ хĕллене кĕриччен газ тата электричество кĕртес ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçлама организаци умне тĕллев лартнă. Унсăр пуçне канализаципе шыв кĕртес ĕçе те вăраха тăсмасăрах пĕтерме сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 4№-лĕ лицея кĕнĕ, ачасене апатлантармалли ятарлă вырăнсемпе, унти çĕнĕ йышши хатĕрсене пăхса çаврăннă. Спорта явăçтармалли яталă зал, акт залĕпе, методика, медицина, вулавăш кабинечĕсене, вĕренмелли классене кĕрсе тухнă.  Михаил Игнатьев вĕренекенсемпе калаçнă, вĕсен пулас профессийĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Паянхи кун ĕç рынокĕнче техника специальноçĕсем сахал мар кирлине палăртнă. Вĕсене ытларах ĕç тупма çăмăлрах пулнине асăннă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев Шупашкарти троллейбуссен управленийне çитсе килнĕ, ĕçри коллективпа паллашнă.  Республика Пуçлăхĕ предприятинче ырă кăмăллăх тата туслăх хуçаланннине палăртса хăварнă. Кунта вăй хуракансем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртнă. Экологи тĕлĕшĕнчен таса транспорт – пирĕн пуласлăх пулнине каланă. Управленийĕн ĕçченĕсем хускатнă хăш-пĕр ыйтусене Михаил Игнатьев хăй патне тĕрĕслесе тăма илнĕ. Тĕплĕнрех



18 сентября 2013
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter