Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешмелли комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешмелли комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. 2013 çул утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Самара хулинче  Атăлçи федераллă округпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ представителĕпе Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăха сыхлакан канашĕн Секретарĕпе пĕрле ирттернĕ канашлура пăхса тухнă ыйтусем тавра калаçнă. Гидротехника сооруженийĕсем патĕнче терриристла актсем тăвассинчен  сыхлама май паракан асăрхаттармалли хушма мерăсем çинчен тишкернĕ.  



19 сентября 2013
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter