Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова: «Чăваш Енре чĕре чирĕсене сиплесси - Евросоюз çĕр-шывсен шайĕпе танлашать»

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхравĕн Министрĕ  Ольга Голодец ирттернĕ видео канашлăва хутшăннă.  Канашлура 2012 çулта çу уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăларнă указсем пурнăçа еплерех кĕрсе пыни çинчен сӳтсе явнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтанах Ольга Голодец 2013 çулта пуçласа шкулта вĕренсе тухакан чи пысăк кăтартуллă Раççейри шкулсен рейтингне хатĕрленине асăннă. «Чи лайăх кăтартуллă шкулсен сумĕ пĕлтерĕшлĕ пулмаллине асăннă. Палăртма кăмăллă, Мускаври шкулсемсĕр пуçне Брянск, Мордови, Чăваш Ен, Тутарстан, Новосибирск, Томск, Тюмень шкулĕсем те рейтинга лекни паха, палăртнă регионсене тав тăвас килет», - тесе каланă Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ.   Раççейри чи лайăх 25 шкул шутне 19 регион кĕнĕ, вĕсен шутĕнче Шупашкарти 3№-лĕ лицей. Шупашкарпа  Çĕнĕ Шупашкарти 12 вĕренӳ заведенийĕсем çĕр-шыври чи лайăх 500 шкул шутне кĕнĕ. Бюджет тытăмĕнчи уйрăм ушкăнри ĕçченсен ĕç укçине ӳстерни çинчен Раççей Федерацийĕн ĕç Министрĕ Максим Топилин каласа кăтартнă. Чăваш Республикинче кăçалхи çул пĕрремĕш çур çуллăхра республикăн вăтам ĕç укçин индикативлă пĕлтерĕшлĕ кăтартупа  тата учреждени ĕçченĕсен вăтам ĕç укçин пĕрпеклĕхне пĕр шай танлаштарса çитернĕ. Ĕç укçине ӳстерессине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ  Вероника Скворцова чĕре таппин паталогийĕн кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. (СПП). «Пур çавăн пек регионсем, чăннипех те кăтартусем ку енĕпе лайăхланса пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче Ставрополь крайĕ, Чăваш Ен – вĕсенче чĕре чирĕпе вилекенсен хисепĕ 15 процентран  та ытла чакнă. Кăтартусем Самара, Саратов, Ленинград, Пенза, Тверь облаçĕнче, Марий Эл Республикинче те аван», - тесе палăртнă Вероника Скворцова. Çав вăхăтрах ку енĕпе лару-тăру япăх регионсене те асăнса хăварнă. Министр канашлăва хутшăннисене чирлесе вилекенсен шучĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Ку енĕпе кăтарту япăхах мар паллах, çĕр-шывĕпе илес пулсан 15 процент чухлĕ, анчах та Министр каланă тăрăх, пур çавăн пек территорисем ăçта чирлекенсенчен, кашни иккĕмĕшĕ вилет. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, халăха сахал кун çинчен пĕлтерни, е тата инкек сиксе тухсан васкавлă пулăшăва вăхăтра чĕнсе илменни тата ытти сăлтавсем. «Калăпăр, 90 процентран кая мар ăçта ятарласа уйрăмсенче çынсене выртараççĕ, унта вилекенсен хисепĕ те пĕчĕккĕ. Тĕслĕхрен: Чăваш Республикинче 100000 халăха-554 çын. Кăтарту Евросоюзри пекех лайăх», - тесе уйрăммăн тĕслĕх вырăнне палăртса хăварнă Вероника Скворцова.   Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх, патшалăх гарантийĕн территорийĕн прграммине пурнăçа кĕртсе,  халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ парссипе Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх 12 субъектсен  шутне Чăваш Ен кĕнĕ, унсăр пуçне республика васкавлă пулăшу парассипе те Раççейри чи лайăх регионсем шутĕнче.

 



19 сентября 2013
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter