Çĕр улми аван хакпа сутăнать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕнче пулчĕ. «ВаСем» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Малтан çĕр улми уйне çитсе «иккĕмĕш çăкăра» мĕнле пухса кĕртнипе кăсăкланчĕ. Вăл ăнса пулнă: кашни гектартан вăтамран 250 центнер тухать. Ăна 80 гектар çитĕнтернĕ. Çурри ытла кăларнă ĕнтĕ. Голланди технологийĕпе туса илеççĕ. Вăл ытти меслетрен техника хатĕрĕпе йăрана самай çÿлерех хăпартнипе, ретсен хушшине 90-шар сантиметр хăварнипе уйрăлса тăрать. Шăварнă лаптăкран /10 гектар/ 300-шер центнер пухса кĕртнĕ.

Чăваш Ен Ертÿçи ĕççи еплерех пынине тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Куллен 3,5-4 гектар кăлараççĕ. Çĕр улми пухса кĕртмелли Dewulf комбайна 8-23 сехетсенче ĕçлеттереççĕ. «Çанталăк сивĕ çумăра кайиччен «иккĕмĕш çăкăра» пĕтĕмпех пуçтарса кĕртеетĕр-и?» - пăшăрханса ыйтрĕ М.Игнатьев. «Пухса кĕртетпĕрех», - хуравларĕ общество ертÿçи Валерий Кондратьев.

Кунти ял хуçалăх пĕл¬те¬рĕшлĕ çĕре кăçал «Агро-Че» обществăпа М.В.Матвеев хресчен-фермер хуçалăхĕ те акнă-лартнă. Культурăсем 956 гектар йышăннă. Çав шутра кĕрхи тырă - 250. Вĕсен лаптăкне ÿстернĕ: çурла уйăхĕнче 340 гектар акнă. Купăстана та шăварнă. Унăн тухăçĕ савăнтарать. Шăварса çитĕнтернĕ пĕр гектар салата сутса тупăш тунă.

Республика Пуçлăхĕ çĕр улми суйлакансем патĕнче пулчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» Дон çинчи Ростов, Волгодонск хулисене ăсатма михĕсене тултараççĕ. Кашни килограмне 7 тенкĕлле сутасси пирки килĕшÿ тунă. «Сутлăх хак аван, - палăртрĕ Михаил Васильевич. - Ытти хуçалăхăн та çак шайран чакарас марччĕ». Кăнтăра 500 тонна ăсатма палăртнă. Ял çыннисем çĕр улми суйлама, тиеме хапăл тусах пулăшаççĕ.

Общество ертÿçисем республика Пуçлăхĕнчен предприяти умне тухса тăнă чăрмавсене те пытармарĕç. Сăмахран, ООО ял çыннисенчен пай çĕрĕ чылай туяннă. Анчах ăна харпăрлăха илнине çав-çавах регистраци палатинче çирĕплетеймест. Хуçалăх элита вăрлăх туянса нумай тăкакланнă. Унăн пĕр пайне саплаштарма патшалăх 600 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрасса кĕтеççĕ. Анчах, темшĕн, ăна общество счечĕ çине куçарма васкамаççĕ. Ыйтăва ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хуравларĕ: «Элита вăрлăхшăн республика хыснинчен субсиди кĕтекен хуçалăх татах пур. Вĕсем валли кăçал Чăваш Ен хыснинче 40 млн тенкĕ пăхнă. Аграрисене тата 25 млн тенкĕ çитмест».

Республика Пуçлăхĕ хуçалăхсене паха вăрлăхшăн субсидилессине ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕнче кăçалхи бюджет саккунне çывăх вăхăтра улшăну кĕртнĕ чухне пăхса тухма сĕнĕпĕр терĕ. Унăн хуравĕ общество ертÿçине те, министра та çырлахтарчĕ пулас. Юлашкинчен М.Игнатьев ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕм¬летрĕ. «Новая Юнга» хуçалăх çĕрĕпе хальхи вăхăтра усă куракан «ВаСем» лаптăка пысăклатнине ырларĕ. Республикăри мĕн пур йышши хуçалăхсене çак çула суйласа илме сĕнчĕ. Çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе хура кĕркунне çитичченех пухса кĕртни, ăна тивĕçлĕ хакпа сутни вĕсемшĕнех лайăххине палăртрĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter