Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти кооператив институтĕнче пулнă

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри кооператив универстиетчĕн Шупашкарти кооператив институтĕнче(филиалта) çĕнĕ вĕренӳ çулне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вузăн студенчĕсемпе преподовательĕсене саламланă, вĕренӳре ăнăçусем суннă. Михаил Игнатьев «Çулталăк  студенчĕ» институтăн конкурсĕнче тĕрлĕ номинацисенче çĕнсе илнисене чысланă. «2013 çулталăк студенчĕ» ята 5-мĕш курсра вĕренекен Артур Семенов тивĕçнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ инстиутри вĕренӳ пӳлĕмĕсемпе паллашнă студентсемпе курнăçнă, вĕсем хушшинче ют хуласенчен килнисем те самай. Инстиутăн ректорĕ Валерий Андреев палăртнă тăрăх, кăçал пĕрремĕш курса 673 студент çĕр-шыври 30 ытла регионсенчен пухăннине асăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вузăн руководстви çулсерен хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан условисене кура ачасене вĕрентсе пынине палăртнă. «Кооператив инстиутчĕ хăйĕн истори çул-йĕрĕнче ырă ята кăна тивĕçнĕ, унтан вĕренсе тухакансем ăнăçлă ĕç вырăнĕсем тупаççĕ», - тенĕ. Уяв кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕрремĕш курс студенчĕсем лайăх вĕренесси çинчен Клятва парса студент пулни çинчен çирĕплетекен билета тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех



02 сентября 2013
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter