Вăрмар районĕнче Пĕлӳ кунĕнче çĕнĕ шкул хута янă

Авăн уйăхĕн1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă. Пĕлӳ кунĕнче республика Пуçлăхĕ Пинер ялĕнче çĕнĕ шкула уçнă çĕре хутшăннă. Çурта 2012 çулта çу уйăхĕнче хăпартма тытăннă пулнă. Паянхи кун тĕлне шкул пур енĕпе те хальхи пурнăçа килĕшсе тăрать. Пысăк çутă классем, спорт, актовый залĕсем, ачасене апатлантармалли уйрăм вырăнсем, медицина пӳлĕмĕсем – пур тĕлте те çĕнĕ технологиллĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев пухăннă ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене, шкул ачисене çĕнĕ  Вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа чĕререн саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче ачасене тарăн пĕлӳ илме пур услови те туса панине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Пĕлӳ кунĕпе шкул библиотекине вырăсла тата чăвашла çырнă  литература кĕнекисене чысланă. Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш Олимп вăййисен çĕнтерӳçи Валериана Соколова  ячĕллĕ  шкултан тата та ырă ятлă чемпионсем вĕренсе тухасси пирки иккеленмесĕрех хăйĕн шухăшне палăртнă Пуçлăх.  Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренӳ учрежденийĕ Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи «Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул» директорне Герман Боредскова,  «Урмарская» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсене Юрий Васильева, Петр Григорьева, Маргарита Ивановăна  ĕçре палăрнăшăн Тав çырăвĕсем панă. Михаил Игнатьев спорт залне, апатлантармалли вырăна, хими, компьютер, медицина кабинечĕсене кĕрсе курнă, пуçламĕш классри ачасемпе курнăçса калаçнă. Ачасем хăйсен ĕмĕчĕсем çинчен республика Пуçлăхне каласа кăтартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ шкул ачисене пурне те тарăн пĕлӳ илме сĕнсе хăварнă. Ăслă та тирпейлĕ, сывлăхлă ачасен пуласлăхĕ те курăмлă пулĕ тенĕ. Çула май, республика Пуçлăхĕ Владимир Ивановăн хуçалăхри вырма  ĕçĕпе паллашнă, Леонид Николаев предпринимательĕн мастерскойне кĕрсе тухнă. Предприниматель хăйне евĕр йывăçран кильти хатĕрссене ăсталассипе тимлет. Вĕсен таварĕсене Вăрмарта çеç мар ытти республика тулашĕнчи çынсем те лайăх пĕлеççĕ, тăтăшах ыйтса кирлĕ хатĕрсене ăсталама сĕннине палăртнă предприниматель. Тĕплĕнрех



02 сентября 2013
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter