Чăваш Ен Пуçлăхĕ МАДИ Атăл тăрăхĕнчи филиал студенчĕсене тата профессор-преподавательсене Пĕлӳ кунĕпе саламланă

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игатьев  МАДИ Атăл тăрăхĕнчи филиала  çитсе килнĕ, çĕнĕ Вĕренӳ çулне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Студентсене тата республикăри пĕр тан лайăх аталанса пыракан вузсенчен пĕрне саламлама Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, «Нижний Новгород – Уфа» автомобильсен магистралĕн ертӳçи Сергей Гаврилов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă хăнасем пухăннă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче МАДИ филиал республикăн автомашинăсемпе çул-йĕр комплексĕ валли ăста та кирлĕ специалистсем хатĕрлесе кăларнине палăртнă. «Эпир хамăр енчен çĕнĕ стандартсемпе килĕшӳллĕн паха пĕлӳ илме мĕн кирлине пĕтĕмпех туса çитерме тăрăшăпăр. Хăвăрăн преподавательсене итлеме тата ильтме - тĕп тĕллев сирĕн», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Хыççăн «çавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ ĕçе хутшăннă. Калаçура вĕрентӳ тапхăрĕнчи йывăрлăхсемпе малашенхи аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернĕ. Мĕн ĕçлеме тытăннăранпах МАДИ филиал Чăваш Республикинчи çул-йĕрпе транспорт комплексĕн чи малта пыракан предприятисемпе пĕрле килĕшсе ĕçлеме килĕшӳсем туса çирĕплетнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем вĕренӳ процессне, патшалăх комиссийĕсене, попечительсен канашĕсене активлă хутшăннине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ филиал хатĕрлесе кăларакан специалистсем валли республикăра çителĕклĕ таран ĕç пуррине каланă. Чукун çул магистралĕн ВСМ2 ĕçне тытăнсан тата та ытларах специалистсем кирлĕ пулнине палăртнă. «Çул-йĕрпе  транспорт комплексĕ аталаннă çемĕн тата вĕсен ĕç укçин виçи ӳснине кура, сирĕн патăрта вĕренсе тухакан специалистсем яланах кирлĕ. Чи пахи вĕренсе тухнă специальноçпе ĕçе вырнаçасси. Пĕрре те кулянма кирлĕ мар ĕç тупасси пирки. Лайăх çеç вĕренсе пырса алла професси илмелле», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



02 сентября 2013
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter