Каçал Ен районĕ: çăл куç шывĕ таса пултăр
Кашниех хăйĕн пурнăçĕнче пĕрре те пулин çăл куç шывне ĕçсе курнă. Ĕлĕк çак шыв çынна çĕрĕн вăйне парать тесе ĕненнĕ. Çавăнпа та ывăнсан, ăш хыпсан çăл куç шывне ĕçнĕ. Вăл çĕрĕн темиçе сийĕ витĕр сăрхăнса хăйпе хăех тасалса тухать, сывлăхшăн усăллă япаласемпе пуянланать.
Çăл куçсен тасалăхĕ, вĕсен таврашĕнчи тирпейлĕх çине юлашки çулсенче ытларах тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнет. Вĕсене илем кÿме тăрăшнă хушăрах унти шыв санитарипе гигиена нормисемпе килĕшсе тăнине те шута илеççĕ. Çапах та ку ытларах курортсем тата ытти кану вырăнĕсем çывăхĕнче вырнаçнă çăл куçсене пырса тивет. Ялсенчи çăл куçсене валли вара тимлĕх çителĕксĕртерех.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн районта та çĕр айĕнчен таса шыв юхса тухакан вырăнсем чылай. Анчах вĕсем хушшинче çынсем тирпейлесе тăраканнисем шутлă çеç. Çакăн пеккисенчен чи палли — Александровкăри Сăваплă источник. Унта çăл куç патне ятарлă валак туса лартнă. Сăваплă шыва кĕрсе тухас текенсене валли çурт ăсталанă. Шывăн тасалăхне, таврари тирпейлĕхе кунта сăнасах тăраççĕ. Çăллă ытти вырăнсем çинчен вара çакна калама çук.
Çăл куçри шыв яланах таса, ун патне пырса çÿреме меллĕ пултăр тесен мĕн тумалла-ха; Паллах, чи малтанах шывăн юххине йĕркелемелле: валак ăсталамалла е ятарлă пăрăх вырнаçтармалла. Çакă шыва пăтратмасăр, вараламасăр тултарса илме май парать. Тĕрлĕ çÿп-çап çăл куçа ан лектĕр тесен ăна тăрăпа хупласан аван. Чылай чухне çăл куçсем çырма тĕпĕнче пулаççĕ. Вĕсем патне анасси чăрмавлă. Çавăнпа та картлашкасем туса хума тăрăшмалла. Кун пек кашниех ним хăрамасăрах сиплĕ шывпа сăйланма пултарĕччĕ. Çавăн пекех çăл куç патĕнчи территорие те тирпейлемелле. Паллă ĕнтĕ, енчен те çывăхрах çÿп-çап купи выртать пулсан, унти сиенлĕ хутăшсем шыва та лекме пултараççĕ. Унсăр пуçне выльăхсем кĕрсе вараласран йĕри-тавра карта тытса çавăрсан лайăх.
Çапла вара çăл куç шывĕ таса пултăр, шăрăх çанталăкра ял халăхне ăша кантарма пулăштăр тесен нумаях та кирлĕ мар. Çавăнпа та пурне те таврари çăл куçсем çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнетĕп.
И.МИННЕТУЛЛИН.