Элĕк районĕ: çывăх çыннисене ялан хисепленĕ

Çак кунсенче Тури Хурасанти Надежда Осипова 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев тата ыттисем саламларĕç.

Н.Осипова Тури Хурасанта 1923 çулхи августăн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ачаллах колхоз ĕçĕпе туслашнă. Хăйĕн пурнăçне вăл «Сорма» хуçалăхпа çыхăнтарнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 50 çул. 1953 çулта Ирина хĕрне кун çути парнеленĕ. Ăна тивĕçлĕ воспитани пама пултарнă. Надежда Осиповна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн медальсене тивĕçнĕ.

Çывăх çыннисене, тăванĕсене чун-чĕререн юратни тата хисеплени пурнăçри йывăрлăхсене сирме пулăшнă. Халĕ вăл кашни çутă куна савăнса ирттерет.



02 сентября 2013
17:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter