Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе тĕл пулнă

 Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче регистрациленнĕ политика партисен регионти уйрăмĕсен представителĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче юлашки икĕ çул хушшинче политика реформин витĕмĕпе политика партийĕсене регистрацилемелли май ансатланнине палăртнă. Регионсен пуçлăхĕсене суйласси, суйлавсен пĕрлĕхлĕ кунне кĕртни те çакнах çирĕплетнине асăннă. Михаил Игнатьев паян Чăваш Енре çĕнĕ йышши пĕлтерĕшлĕ  граждансен обществисен институчĕсем вăя кĕнине каланă. Вĕсем: Общество палати,  ачасем тата çынсен, предпринимательсен прависене хӳтĕлеме май паракан Уполномоченнăйсем. «Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ – халăхăн пурнăç условине лайăхлатасси. Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ яваплăха мĕн пур таран пĕтĕмпех пурнăçласа пырать. Ытларах республикăри çынсен тупăшне, ĕç укçин шайне ӳстересси çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Политика партийĕсене те куллен экономикăпа социаллă пĕлтерĕшлĕ тухса тăракан ыйтусене пĕрле татса пама чĕнсе хăварнă. Политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата вĕсене патшалăх регистрацине тăвас ĕçсем çинчен Чăваш Республикинчи Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Управленийĕн начальникĕ  Дмитрий Сержантов каласа кăтартнă. 2012 çул тĕлне 40 пин çынран 500 çынна çити парти членĕсен хисепĕ чакнă. Палăртнă кăтартăва пула, çĕнĕрен вуншар политика партийĕсене йĕркелесе шута илме май килнине асăннă. 2012 çул çу уйăхĕнчен пуçласа 2013 çул тĕлне 35 çĕнĕ политика партине шута илнĕ. Унсăр пуçне маларах регистрацилленĕ Чăваш Енри политика партийĕсемпе пĕрле пурĕ 42 парти пулса кайнă. Ĕç малалла та хĕрӳ пынине палăртнă. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков суйлав ĕçĕсенчи политика партийĕсен витĕмĕ çинчен чарăнса тăнă. Республикăра 1165 çĕнĕ суйлав участокĕсене йĕркеленĕ, вĕсенче 8817 çын ĕçлет, 72,5 проценчĕ (6 пине яхăн ) тĕрлĕ политика партийĕсенчен представительсем. Палăртнă кăтартупа Чăваш Ен Раççей шайĕнче 5-мĕш вырăнта тăрать, Атăлçи федераллă округпа илес пулсан пĕрремĕш вырăнта. Кăтарту республикăра гражданла обществăн аталанăвĕ çӳллĕ шайра тăнине çирĕплетсе парать. Тĕл пулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев тĕрлĕ ыйтусем çине хурав панă. Панă ыйтусене хуравпа тивĕçтернĕ май, хăй çине шанса панă ĕçе таса та тӳрĕ кăмăлпа 2015-мĕш çулчченех ĕçлесси пирки çирĕппĕн пĕлтернĕ. Уçă калаçура ытти кулленхи ыйтусене те хускатнă, пур ыйту та хăйĕн хуравне тупнă. Калаçура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче парламент партийĕсен мар канашне йĕркелесси пирки ыйтăва тăратнă. Тĕплĕнрех

 



20 сентября 2013
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter