Чăваш Республики Чечен Республикинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă самантра вилнĕ Александр Егоров тата Леонид Пучковпа сыв пуллашнă
Чăваш Республики авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чечен Республикинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă самантра, иртнĕ тунти кун вилнĕ Александр Егоров тата Леонид Пучковпа сыв пуллашнă. Траур церемонийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисем тата ытти официаллă çынсем пулнă. Пухăннисем умĕнче, митингра Михаил Игнатьев вилнисене асăнса тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Ку пулăм республикăшăн пысăк çухату пулнине палăртнă. «Пĕтĕм Чăваш Еншĕн паян хурлану кунĕ – эпир, паян яш çамрăксене, хамăрăн ентешсене Тăван çĕр-шывшăн таса чунпа тивĕçе пурнăçланă яшсене юлашки çула ăсататпăр. Вĕсем чăннипех те паттăрла ĕçсем тунă. Мирлĕ халăха сыхласа хăварассишĕн, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пуçне хунă пирĕн каччăсем», - тесе тарăннăн хурланса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчен служащийсем тăтăшах Кавказ регионĕсене тухса кайса обществăн право йĕркине сыхлас, Раççейĕн социаллă экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне упраса хăварассишĕн тата мирлĕ пурнăçшăн çар тивĕçĕсене пурнăçлама кайнине паллăртнă. Ахăртнех, кайнисенчен нумайăшĕ каялла сывă та чĕрĕ таврăнаймаççĕ. Ку паллах, пурсăмăра та пăшăрхантарать. Александр Егоров вил тăприне Каçал Ен районĕнче пытараççĕ, Леонид Пучкова авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче тирпейлесе пытарма палăртнă. Тĕплĕнрех