Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информаци технологийĕсемпе усă кăтартассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне хутшăннă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсен пурнăç тата предпринимательсен ĕçне йĕркелесе пымалли условисене лайăхлатма информаци технологийĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслекен Правительство комиссийĕн ларăвне хутшăннă. Видеоканашлăва Раççей Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă. Канашлура патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе электрон мелĕпе усă курассин ыйтăвĕсене тата вĕсене халăх ыйтнине, вĕсемпе кăмăллă е кăмăлсăр пулнине, ытти хăш-пĕр ыйтăва сӳтсе явнă. Дмитрий Медведев патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелĕпе тивĕçтерессине питĕ ансат пулмаллине палăртнă. Паянхи кун электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕпе Раççейри халăхăн 25 проценчĕ усă курать. Палăртнă кăтартăва 2018 çул тĕлне 70 процента çитерме палăртнă. Чăваш Республикинче паянхи кун тĕлне патшалăх пулăшăвĕсене нумай функциллĕ 25 центрта 81 «пĕр чӳрече» мелпе  тивĕçтереççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 26 НФЦра 116 «чӳречене» çитерме палăртса хунă. 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  пуçласа 119 тĕслĕх вулавăшра 120 «пĕр чӳрече» хута янă. Канашлăва хутшăннисем пуласлăхра Раççей Федерацийĕн территорийĕнче гражданин кам пулине çирĕплетерекен документа электрон форми çине куçарассине те пăхса тухнă. Ку тĕллевпе универсаллă электрон карттисене те явăçтарасси пирки уйрăммăн калаçнă. 2030 çул тĕлне паян усă куракан паспорта электрон форми çине те куçарасси пирки калаçнă. Карттăсене мĕн çын çуралсанах пама хатĕрленеççĕ, малашне вара ун çинчен калакан пĕтĕм информацие карттăна кĕртме палăртнă. Паспортсене ылмаштарас ĕç темиçе тапхăрпа пурнăçланса пырĕ. 2014 çулта хăш-пĕр пилотлă регионта ĕçе вăя кĕртĕç, 2015 çулта электрон карттисене промышленноç çаврăнăшне кĕртме хатĕрленнĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ палăртнă саккун проектне май килнĕ таран туллин пăхса тухса  çынсемпе пур çĕрте те канашлама сĕннĕ. Раççей Правительстви пысăк мобильлĕ оператор çыхăнăвĕсемпе малашнехи ĕçре килĕшсе ĕçлесси пирки калаçса килĕшме май тупнине те асăннă. (Вĕсем: Вымпелком, МТС, МегаФон тата РосТелеком). Чăваш Енре халăх 52 яхăн проценчĕ вĕсен абоненчĕсем шутланаççĕ. Хула çывăхĕнче - 63,5 процент, ял тăрăхĕсенче - 34,7 процент.  Республикăн Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  Чăваш Енре 3G мелĕпе вăтамран халăхăн 90 яхăн проценчĕ усă курать.  Тĕплĕнрех



20 сентября 2013
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter