Тĕл пулусем шанăçа çирĕплетеççĕ

 Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика тĕп хулин пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Шупашкарти 4 объектра пулчĕç. Малтан К.Иванов ячĕллĕ сквера çитрĕç.

Леонид Ильич тата Шупашкар хула депутачĕсен пуçарăвĕпе кунта кăçал çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче археологи шырав-тĕпчевĕ пуçланнă. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи пайĕн заведующийĕ Наталья Березина ертсе пырать. Тĕллев: Романовсен йăхĕнчи пĕрремĕш патшан Михаил Федоровичăн кукамăшĕн Мария Шестовăн юлашкисене шыраса тупасси.

Наталья Степановна Михаил Васильевича тĕпчев ĕçĕ паянхи кун хăш шая çитнипе, пĕрремĕш тапхăртах Никольский соборĕн 1690 çулта тунă тĕп çурчĕн кирпĕчрен сарнă урайне çити чавса аннипе тата тупнă тĕрлĕ материалпа паллаштарчĕ, Мария Шестовăна пытарнă вырăна тĕрĕс палăртнине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев тĕп хуламăра никĕсленĕренпе 550 çул çитнĕ тĕле Шупашкарăн авалхи пайĕ туристсене историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсемпе илĕртессе палăртрĕ. Влаç енчен пулăшма пулни археологсене малалла та хавхаланса вăй хума, палăртнă тĕллеве чыслă пурнăçлама шанăç çуратрĕ.

Унтан çул «Волжский платинум» строительство лаптăкне илсе çитерчĕ. «Сарет» ООО тăвакан çуртра 117 çын пая кĕнĕ. Ĕç вăраха кайнăран вĕсем хăтлă хваттерлĕ пулас шанчăка çухатнă. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче строительство çĕнĕрен пуçланнă. Пĕр пайĕнче кирпĕч хурса, штукатурка туса, урайсене ăшăтса пĕтернĕ, сантехника ĕçне те вĕçленĕ. Çурта пĕтĕмпех 2014 çулхи 2-мĕш кварталта хута ямалла.

- Çанталăк пĕчĕккĕн сивĕтсех пырать. Газ кĕртессине васкатмалла. Çурт таврашне вара йĕркене кĕртмелле. Çÿп-çап, таса марлăх пулмалла мар, - асăрхаттарчĕ строительсене Михаил Васильевич.

Элкер урамĕнчи 53,34 позицисенче ĕç калăпăшĕ епле пурнăçланнипе паллашнă тата хваттерсене кĕрсе курнă хыççăн: «Урăхла вариант çук, хăвăртлăха ан чакарăр», - терĕ.

Чернышевский урамĕнче 1988 çулта тунă пĕлÿ çуртĕнче 2007 çулта 4-мĕш лицей уçнă. Сумлă хăнасене Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Наталия Коновалова директор, ытти педагогпа вĕренекенсем хаваслăн кĕтсе илчĕç. Савăнма сăлтавĕ пурах çав: çурта юлашки 2 çулта 6 млн та 856 пин тенкĕлĕх юсанă. Хăтлă лицейра тăрăшса вĕренме майсем çителĕклĕ.

Кăтартусем курăмлă. Пĕлтĕр ылтăн тата кĕмĕл медале 9-ăн тивĕçнĕ, кăçал - 18-ăн. 2011-2012 вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе 4-мĕш лицей Раççейри чи лайăх 100 учреждени йышне кĕнĕ. Кăçал та çĕр-шывăн 13 регионĕнчи чи лайăх 500 шкул шутĕнче. 47 педагогран 49% - аслă категориллĕ, ыттисем пĕрремĕшне тивĕçнĕ. Юлашки 2 çулта 5 вĕренекен Пĕтĕм Раççей олимпиадинче малти вырăнсене йышăннă.

Республика Пуçлăхĕ классене, акт тата спорт залĕсене, столовăя кĕрсе курчĕ. Ачасене кунашкал хăтлă лицейра япăх вĕренме юраманни çинчен аса илтерчĕ.

Информаци кунĕ малалла троллейбус управленине куçрĕ. Вăл йĕркеленнĕренпе çитес çул çур ĕмĕр çитнине паллă тума хатĕрленет. Татăлман çивĕч ыйту самаях. Директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Чистополева парăмсемпе хăçан тата епле майпа татăласси канăç памасть.

- Пытармалли çук - эпир тăкаклă ĕçлетпĕр. Вăтам ĕç укçи те тĕп хуламăр кăтартăвĕпе танлашаймасть, - терĕ Вячеслав Петрович Михаил Васильевич предприятипе çывăхрах паллашнă хыççăн коллективпа ирттернĕ тĕл пулура. - Штатра мĕн пурĕ 2151 çын, вăл шутра - 527 водитель, 462 кондуктор, 322 слесарь, 90 электромонтер. 274 троллейбусран 209-шĕ çеç куллен çула тухать, 190 пин пассажира илсе çÿрет. Пирĕн водительсем те, кондукторсем те çитмеççĕ. Транспортăн пĕр пайĕ кивелсе çитнĕ. Юлашки 3,5 çулта 26 троллейбус туянтăмăр, вăл шутра кăçал - 5, анчах ку лару-тăрăва çăмăллатаймасть. Йывăрлăхсем пулсан та коллектив мал ĕмĕтпе пурăнать. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Васильевичпа курнăçнă хыççăн ыранхи кун шанăçĕ çирĕпленессе туятăп.

- Паян производствăпа паллашнă май предприятире кашниех яваплăха çирĕп туйнине ĕнентĕм. Тăрăшса вăй хунăран троллейбуссем сменăна çĕнĕ пекех таса тухаççĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Куншăн пурсăра та тав тăватăп.

Михаил Васильевич юлашкинчен рабочисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

(Валентин Григорьев)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 сентября 2013
11:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter