Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем!

Сире Хула кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Ҫӗнӗ Шупашкар – ҫулӗпе ҫамрӑк пулнине пӑхмасӑр, ҫирӗпленсе ҫитнӗ йӑла-йӗркепе палӑрса тӑракан хӑйне евӗрлӗ хула. Вӑл ӳсет, унта пурӑнмалли ҫӗнӗ кварталсем ҫӗкленеҫҫӗ, социаллӑ пурнӑҫпа культура, спорт объекчӗсем хута каяҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫемьесем чӑмӑртанаҫҫӗ, хула пуласлӑхӗ – пӗчӗк пепкесем ҫуралаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Правительстви Ҫӗнӗ Шупашкар монохулана 2010–2015 ҫулсенче аталантарма пулӑшас енӗпе республикӑн тӗллевлӗ программине йышӑннӑ, вӑл ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать. Ун шайӗнче пысӑк технологиллӗ производствӑсем тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хумалли, бизнеса аталантармалли, ӗҫ рынокӗнчи социаллӑ ҫивӗчлӗхе чакармалли лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫламалли мероприятисем валли мӗн пур шайри бюджетран 4 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар экономикӑн пысӑк вӑй-хӑвачӗпе палӑрса тӑрать, хулара темиҫе пысӑк инвестици проекчӗ пурнӑҫланать. Кӑҫал «Хӗвел» компани хӗвел электростанцийӗсем валли ҫӳхе пленкӑллӑ модульсем кӑларма палӑртакан предприятие туса пӗтерет. Ҫитес ҫул «Химпром» АУО ҫулталӑкне 50 пин тонна хӑватпа водород перекиҫӗ кӑларакан ҫӗнӗ завод тӑвас ӗҫе пуҫӑнать.

 Хулара инженерипе социаллӑ пурнӑҫ инфратытӑмӗ хастарлӑн аталанать. Пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарта 240 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ, ун хыҫҫӑнах тепӗр ача сачӗ тума тытӑннӑ. Урамри ҫул-йӗр сетьне тытса тӑма, нумай хваттерлӗ ҫуртсене, картишсен территорийӗсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсама та чылай укҫа-тенкӗ хывнӑ. Хула ҫыннисен сӗнӗвӗсене шута илсе, йӑлари хытӑ каяшсен полигонӗ патне пымалли тавра ҫул тума бюджет-ран 260 миллион ытла укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.

Тӑван хулана тирпей-илем кӗртес ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене чунтан тав тӑватӑп. Кашни ҫемьене ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа юрату тата ырлӑхпа телей сунатӑп.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                         М.Игнатьев



21 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter