Шăмăршă районĕ: урама тикĕслерĕç

Таса урамсем яла илем кÿреççĕ. Çакна ăнланса, Кивĕ Чукалти Пионерсен урамĕнче пурăнакансем субботник тума шутларĕç.

Çак кунсенче вĕсем пурте пĕрле пухăнса урамри шăтăк-путăклă вырăнсене кирпĕч катăкĕсем, вакă чулсем тата шурă тăм сарса тикĕслерĕç. Çак материалсене Г.Чамеев, С.Мердеев, И.Кувайский, Э.Карзанов, Н.Малеев, Н.Кириллов, Ф.Ильдяков, С.Малеев, В.Микушин, К.Карзанов хăйсен тракторĕсемпе, автомашинăсемпе турттарчĕç.

М.Малеев вара хăйĕн экскаваторĕпе карьертан шурă тăм чавса-тиесе тăчĕ. Щебень-чула вара В.Чамеев, В.Чурбанов тата В.Малеев кĕреçепе тиесе тăчĕç. С.Мердеев бульдозерпа сарса тикĕслерĕ.

Çак пархатарлă ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев йĕркелесе пычĕ.

Ку урамра пурăнакансен ĕçĕ ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнне пултăрччĕ. Ара, тикĕс çулсем хамăршăнах лайăх-çке-ха.

Н.ФОМИН.



23 сентября 2013
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter