Ваттисен кунĕ умĕн Раççей почти «Эсĕ пĕччен мар» акци йĕркелет

Кашни çынна юрату, тимлĕх кирлĕ. Пĕччен ватăсене вара пушшех те. Çывхарса килекен Ваттисен кунĕ умĕн Раççей почти «Эсĕ пĕччен мар» акци йĕркелет.

«Акцие республикăра пурăнакан пĕччен ватăсене тимлĕх уйăрас тĕллевпе ирттеретпĕр. Почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсем кунсерен пĕччен пурăнакан вун-вун ватăпа тĕл пулаççĕ. Вĕсем ватăсене пĕр пĕчĕк парне, открытка, çыру е хыпар мĕн тери савăнтарма пултарнине лайăх пĕлеççĕ. Шăпах вĕсене хавхалантарасси — пирĕн тĕллев»,— пĕлтерет Чăваш Республикин почта уйрăмĕн директорĕ Владимир Тимофеев.

Сентябрĕн 28—мĕшĕччен кашни клиент почта уйрăмĕсене çитсе унти ĕçченсене çыру, открытка е пĕр-пĕр парне хăварма пултарать. Çавăн пекех хаçат-журнал çырăнса пама та май пур. Октябрĕн 1—мĕшĕнче, Ваттисен кунĕнче, почта уйрăмĕн ĕçченĕсем ватăсем патне çитсе парнесемпе хавхалантарĕç.

Акцие Раççей почтин кашни ĕçченĕ хутшăнать. Вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене, тимлĕхсĕр юлнă мучисемпе кинемейсем пурăнакан учрежденисене тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса пама, парнесемпе тивĕçтерме планлаççĕ. Апла пулсассăн районта пурăнакансем те акцие хастар хутшăнасса шанас килет. (Каçал ен районĕ)



23 сентября 2013
11:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter