Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар кунне халалласа ирттенĕ уяв мероприятине хутшăннă

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар кунне халалласа ирттенĕ уяв мероприятине хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хулари 8№-лĕ лицея çитсе килнĕ, ачасемпе унти вĕрентекенсемпе курса калаçнă. Хыççăн ылтăн кĕркунне курав ĕçĕпе паллашнă. Ярмаркăра Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен ял хуçалăх таварĕсемпе ĕçлекенсем хăйсен таварĕсене тăратнă.  Михаил Игнатьев курава хутшăннисене тав сăмахĕ каланă. Сутăçсем ытларах ватă çынсем пулнине асăрханă. «Паллах, питĕ нуммай ĕçлемелле кун пек чаплă таварсене сутас тесессĕн, кахалланса ларсан пахча-çимĕç лаптăкне часах çум-курăк та пусса илме пултарать. Тавах сире, хăвăрăн ĕçе юратса пурнăçланăшĕн, ырă тĕслĕхĕрсемпе пулас ăрăва тăван тавралăха юратма тата упрама вĕрентсе пыратăр. Таврсем хушшинче чăвашсен пылĕ сумлă вырăн йышăнать. Йăнăшмастăп пулĕ, чăвашсем хăйсем те пыл хурчĕсем пекех ĕçлеме юратаççĕ», - тесе уйрăммăн палăртнă Пуçлăх.  Михаил Игнатьев таварсем экологи енчен таса пулнине асăннă, çавăнпа та вырăнти пуçлăхсене пахса-çимĕç таварĕсене сутма яланах пасарта ятарлă вырăнсем тытса тăма кирлине каланă. «Химик» культура çурчĕ умĕнче çăлтăрпа зарядка ирттернĕ, ăна Европăн тата тĕнче чемпионĕ, хăвăрт утассипе Афинăра ирттернĕ Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова йĕркелесе ертсе пынă. Михаил Игнатьев спорта тухнисене тав туса, яланах çапла пултăрччĕ тесе уйрăммăн палăртса хăварнă. Хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă май, Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар çамрăк пулин те халлĕхе унăн хăйĕн йăлана кĕнĕ мероприятийĕсем самай пулнине асăннă. «Хула çыннисем хăйсен хулине юратаççĕ. Тăван тавралăха илемлетессишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ, спорта ха кăмăллаççĕ. Эпир пĕрне-пĕри ăнланса хулара патшалăх программисене эффективлă пурнăçлатпăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Уявра хулари 20 çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатма сертификатсем парса чысланă. Тĕплĕнрех

 



23 сентября 2013
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter