Чăваш Енри автомашина çул-йĕрĕсем çинчи лару-тăру лайăхланнă

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Автомашина çул-йĕрĕсем çинчи 2013 çулхи 8 уйăхри кăтартусемпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов паллаштарнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче çулсем çинче инкексем пулнă тĕслĕхсем сахалланине тата çавăн пекех инкеке пула сусăрланнисен хисепĕ те чакнине пĕлтернĕ. Палăртнă тапхăрта, 8 уйăх хушшинче пурĕ 1240 çулсем çинчи инкеке шута илнĕ, вĕсенче 148 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. (2012 çулта 8 уйăхра-1290 авари пулнă, вĕсенче 152 çын вилнĕ). Шупашкарта çулсем çинчи инкексен хисепĕ 9,4 процент, çынсене каçса çӳремелли вырăнсенче 25 процент, çынсем çине кĕрсе кайнă тĕслĕхсем 18 процента çити чакнă. Çав вăхăтрах республикăри 12 муниципаллă пĕрлешӳсенче палăртнă кăтартусемпе тĕслĕхсен хисепĕ ӳсни пăшăрхантарать. Çулсем çинче видео сăнавсем лартас ĕç малалла пырать, видео сăнавсене пула 199 пин йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртма май килнĕ. (2012 çулта -146 пин). Ачасемпе пулнă аварисен хисепĕ ӳсни сисĕнет. Ытларах пайĕ, 30 процент ачасене хăйсене пула, инкеке лекни  палăрать, çавăнпа та министр Сергей Семенов шкулсенче çул-йĕр правилисене тĕплĕнрех вĕрентме сĕнсе хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова инкекрен  çăлма васкавлă  медицина пулăшăвĕ парасси ĕç вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçланса пынине асăннă. Михаил Игнатьев республикăра çул-йĕрсем çинче лару-тăру лайăхланса пынине асăннă, çав-çавах вилекенсен хисепĕн кăтартăвĕсем лăпланса ларма памаççĕ. Ыйтăва куçран вĕçермелле маррине палăртса хăварнă Пуçлăх. Чăваш Ен территорийĕ урлă М-7 тата М-151 федераллă çулсем выртаççĕ. Ку çулсем çинче инкек пулнă тĕслĕхсем ПФО илес пулсан чи  пысăкки. Çавăнпа та «Çул-йĕр çинчи медицина» программăпа килĕшӳллĕн «Васкавлă пулăшу» паракан автомашинăсене май килнĕ таран медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерме кирлине, ыйтăва 2014 çул пĕрремĕш çур çуллăхрах татса памаллине палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Транспорт министерствине юпа уйăхĕнче видеосăнавсене çулсем çинче пĕтĕмпех йĕркелесе çитерме сĕннĕ, обществăлла транспортсен юхăмне тĕрĕслесе мониторинг туса хатĕрлеме хушса хăварнă. Анчахрах хута янă шкулсемпе ача сачĕсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе тĕплĕн Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана  Петрова каласа кăтартнă. 2013 çулта 6172 ача валли садсенче вырăн хатĕрлеме палăртнă пулнă, вĕсенчен 3600-шне хатĕрлесе çитернĕ те. Кăçалхи çул 2 çĕнĕ ДОУ хута янă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата 9 учреждени çĕклесе лартма палăртнă. Укçа-тенкĕ енĕпе лару-тăру çав-çавах кăткăс тăрать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджетран пулăшăва çав муниципалитетсене параççĕ, ăçта хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин тивĕçтереймеççĕ. Михаил Игнатьев Министрсен Кабинетне ыйтăва татса парассипе çине тăрсах ĕçлеме кирлине палăртнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников иртнĕ кану кунĕнче Наци кросĕн кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, Чăваш Енре пурĕ 53 пин çын хутшăннине асăннă. Шупашкарта пуçласа Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви палăртнă тăрăх, тĕп старта ирттернине асăннă. Республикăн тĕп хулинче 14 пин те 780 çын уяв мероприятине хутшăнса старта тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хир ĕçĕсем çинчен чарăнса тăнă. Тăпра ытлашши нӳрелсе кайнине пула, уйсенче «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртес ĕç вăраха тăсăлнине асăннă. Республикипе илес пулсан çĕр улмине  52 процент çеç пухса кĕртнĕ. Ĕçе вăраха тăснă районсем: Каçал Ен, Канаш тата Етĕрне районĕсем.  Пахча-çимĕçе 153 га çинче пухса кĕртсе тирпейленĕ, 70 пин га кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Кĕрхи ярмарка районсемпе хуласенче аван ĕçлет. Пине яхăн тонна çĕр улми тата пахча-çимĕçе сутнă. Михаил Игнатьев çĕр улмине пуçтарма пĕтĕм ресурссене явăçтарма кирлине çирĕппĕн асăрхаттарнă.

 



23 сентября 2013
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter