Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ «Нацисен кросĕ -2013» ăмăртусене хутшăннă

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вырсарни кун Шупашкарта иртнĕ «Нацисен кросĕ-2013»  ăмăртусене хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче пухăннисене паллă пулăмпа саламланă, йăлана кĕнĕ спорт уявне хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тунă, ăнăçу суннă.  «Паян старта тухнисем, пурте çĕнтерӳçĕсем», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Мероприятие чаплă лару-тăрура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин массăллă спрортпа физкультурăна аталантарассин департаменчĕн директорĕ Марина Томилова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, ăмăртусен тĕп судьи Елена Николаева тата ытти спортсменсем те пулнă. Марина Томилова Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн саламне илсе çитернĕ,  кăçал Нацисен кросĕ чупăва Раççейшĕн Чăваш Ен тĕп стартсен вырăнĕ пулнине асăнса хăварнă.  «Эпир Чăваш Республикине ăнсăртран мар суйласа илнĕ. Çынсем кунта яланах тараватлă. Раççейĕпе илес пулсан, Чăваш Ен спорт ĕçне йĕркелесе ирттерессипе пĕтĕм тĕнче шайĕнче пулнă конкурсра малтисен вырăнĕнче. Ку чăннипех те пĕлтерĕшлĕ кăтарту», - тесе уйрăммăн палăнртнă сумлă хăна Раççей Спорт министерствин департаменчĕн директорĕ. Хыççăн Михаил Игнатьев тата ытти официаллă хăнасем Сочи Олимп вăййисене халалласа  йĕркеленĕ 2014 метрлă VIP-чупăва  тухнă. Кăçал Шупашкарта ăмăртусене 15 пин çын хутшăннă. Палăртма кăмăллă: «Нацисен кросне» хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Юлашки вăхăтра кун йышши мероприятисене Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çеç мар, республика муниципалитечĕсенче те анлă йĕркелеççĕ. Çак кунах Шупашкарта залив хĕрринче ирхине 10 сехетре кросса хутшăнакансем чи малтан зарядкăна тухнă. Ку хутĕнче ирхи зарядкăна Пекинра XXIX хут ирттернĕ  велосипедпа-маунтинбайк ăмăртăвĕнче бронза медале тивĕçнĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнчен чемпионĕ  Ирина Калентьевăпа ирттернĕ. Тĕплĕнрех



23 сентября 2013
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter