Стартра - Пĕтĕм Раççей

Вырсарни кун «Нацисен кросĕ» республикăри пин-пин çынна спорт уявне йыхравларĕ. Чупакансен Пĕтĕм Раççейри кунĕ кашни район-хулара иртрĕ. «Нацисен кросĕ» старт иличчен сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем зарядкăна тухрĕç. Ăна Чăваш Енри паллă спортсменсем - Ирина Калентьева, Олимпиада Иванова, Вера Соколова, Анастасия Петрова - ирттерчĕç.

Çĕр-шыври чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсенчен пĕрне кăçал 53 пин ытла çын хутшăнчĕ. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкар, Елчĕк, Канаш тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастарлăх кăтартнă. Шупашкарти 15 пине яхăн çын кÿлмек хĕррине васкарĕ. Вĕсен йышĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ. «Паян кунта спортпа туслисем пухăннă, çавăнпа старта тухакансем - пурте çĕнтерÿçĕсем», - терĕ вăл пухăннисене саламласа. Чăваш Енри спорт уявне РФ Спорт министерствин Физкультурăпа массăллă спорт аталанăвĕн департаменчĕн ертÿçи Марина Томилова та хутшăнчĕ. Хисеплĕ хăна Шупашкарта иртекен ăмăртăва Раççейри тĕп старт пулнине палăртрĕ: «Чăваш çĕрне ахальтен суйласа илмен. Физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес енĕпе иртнĕ конкурсра Чăваш Республики малти вырăна тухнă. Çакă питĕ пысăк çитĕнÿ».

Ăмăртăва çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников хутшăнчĕç. Вĕсем Сочире иртекен Олимп вăййисене халалланă 2014 метрлă дистанцире чупрĕç.

Старта чи малтан шкул ачисемпе студентсем тухрĕç. 4 çухрăмлă дистанцире коопераци институтĕнче ăс пухакан Евгений Плотниковпа строительство техникумĕн вĕренекенĕ Надежда Федорова парăнтарчĕç. 20 çултан аслăраххисен ушкăнĕнче Евгений Гурьевпа Ксения Левина çĕнтерчĕç. Чи кĕçĕннисен хушшинче хулари 59-мĕш шкулта вĕренекен Калиста Кусковăпа Николай Алексеев пуринчен вăйлăрах пулчĕç. 6, 8 тата 12 километрлă дистанцисенче те хастаррисемпе хăюллисем палăрчĕç. Пурне те Тав хучĕсемпе тата медальсемпе хавхалантарчĕç. Ятарлă парнене тивĕçекенсем - çулталăкри Алиса Степановăпа Давид Гордеев. Аслă ÿсĕмри Миранда Кольцовăпа Николай Аксенов тата чылай ăмăртăва хутшăнакан Леонид Никифоров та парнесĕр юлмарĕç.

 Андрей МИХАЙЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter