Пайтаçă умĕнче - вун-вун чăрмав

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономикăна модернизацилес тата çĕнĕ технологисемпе пуянлатас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттерчĕ.

«Калăпăр, машинăсем тăвакан отрасльте производство чакать, - терĕ вăл. - Анчах пирĕн вăтам тата пĕчĕк бизнесăн макроэкономикăри кăтартăвне начарлатма памалла мар. Предпринимательлĕх умне тухса тăракан ыйтусене татса пама пулăшмаллах. Ăна сулмаклă утăмсемпе пыма кансĕрлекен чăрмавсене пĕтермелле».

ЧР экономика министрĕ Алексей Табаков вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕх умĕнчи йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх - çав предприятисен 80% - хула округĕсенче, 67% Шупашкарта йĕркеленнĕ. Уйрăм предпринимательсем тĕп хулара вăтам тата пĕчĕк предприятисенчен ытларах та.

Вăтам тата пĕчĕк бизнесра вăй хуракансен тÿпи республика экономикинче тăрăшакансен йышĕнче 32% танлашать. Вĕсен хисепĕ промышленноçра - 17,5, суту-илÿре - 33, куçман пурлăх сутасси-туянассипе - 15, строительствăра 10%.

Чăваш Енри вăтам тата пĕчĕк бизнесăн тÿпи мĕн пур йышши предприятисен укçа çаврăнăшĕнче 56% йышăнать. Çапах та предпринимательсем çуллен укçа производство технологийĕсене çĕнетессине кирлĕ чухлĕ уйăраймаççĕ: çулталăкра киввине çĕннипе 15% кăна улăштараяççĕ. Пĕчĕк бизнесăн 85% куçман пурлăх харпăрлăхра пачах çук. Ăна тĕрлĕ предприяти-организацирен тара илсе производство йĕркелеççĕ.

Экономика министерстви пĕлтĕрхи раштав, кăçалхи кăрлач уйăхĕсенче 15 районти, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти предпринимательсен шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Уйрăм пайтаçă тата налук, çĕр, кредит органĕсен хушшинче тавлашуллă ыйтусем сиксе тухнине палăртнă. Пĕчĕк предприятисем чăрмавсен шутне çак йывăрлăхсене кĕртнисĕр пуçне энергипе усă курассипе, пушар хăрушсăрлăхĕн службипе çыхăннă ыйтăва та çивĕч лартнă. Вăтам бизнес влаç органĕсенчи коррупципе, тивĕçлĕ органсем йĕркелекен тĕрĕслевпе, электричество организацийĕ кăларса тăратакан чăрмавпа час-часах тĕл пулать. 2011 çулта хурав панисем кредит проценчĕ пысăккине тăваттăмĕш чăрмав вырăнне кăна лартнă. Кăçалхи кăрлачра вара ăна пĕрремĕшне кăларнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасенче - социаллă налуксем тата предприятие е уйрăм предпринимателе шута илтернĕ чухне хывакан тÿлев пысăк пулни.

Пайтаçăсем хăйсене тĕрлĕ шайри хыснаран укçа уйăрса пулăшнине, производство йĕркелеме вырăн панине пысăка хурса хаклаççĕ. Тĕрлĕ ыйтупа патшалăх е муниципалитет органĕнче канаш панине виççĕмĕш вырăна лартаççĕ. Хурав панисен 32% бизнеса аталантарма чăрмантаракан тĕп сăлтав пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлесси вăйланни, рынок тулни тесе шухăшлать. 2011 çулта та çавнашкал хурав панă. Предпринимательлĕхе ура хуракансен йышне тавар туянакансен укçа-тенкĕ сахаллине те, халăхăн продукци туянаслăхĕ пĕчĕккине те кĕртнĕ.

2013 çултан предпринимательсем сахалланнă. Паянхи куна - 32,5 пин. Тăхăр уйăхра вĕсен юридици сăпачĕсем 2,5 пин хушăннă. Республика Пуçлăхĕ пайтаçăсене пулăшу ĕçĕ туса парса тытăнса тăнă предпринимательсен хисепĕ кăрлач уйăхĕнчен нумай пĕчĕкленнине палăртрĕ. Вĕсем тара илсе ĕçлеттернĕ çынсемпе саккун картинче ĕç килĕшĕвĕ çирĕплетмен, шалу конвертпа панă. Çавнашкал тытăмсем саланнăшăн ытлашши кулянма кирлĕ мар. Кирек мĕнле предпринимателĕн те саккуна пăхăнмалла.

Ларура пайтаçăсене те итлерĕç. Уйрăммăн илсен «ЭнергоСистемы» общество ертÿçи Павел Моляров çапла каларĕ: «Бизнеса пÿлсе пыракан чăрмавсенчен пĕрремĕшĕ - налуксем пысăкки, вĕсене куçармалли йĕрке кăткăсси. Предприниматель продукци туса кăларма та пуçламан - уйăхăн çирĕммĕш кунĕнчех хушма хакран, çирĕм саккăрмĕш кунран тупăшран налук куçармалла. Предприятишĕн ку - йывăр çĕклем. Шупашкарта тара илсе производство йĕркелемелли пĕчĕк пÿлĕм сахал. Бизнесменсемшĕн республика банкран кредит илнĕ чухне гарант вырăнĕнче пулсан питĕ лайăхчĕ. Тупăш иртнĕ тапхăртинчен 11% пĕчĕкрех пулсан налук органĕсем тулли отчет хатĕрлеттерсе муритлеççĕ».

Роман Федоров, предприниматель: «Пурăнмалли çурт-йĕре производство объекчĕсен шутне кĕртмелли йĕркене ансатлатмалла. Вăл паян питĕ кăткăс. Предпринимательсенчен чылайăшĕ çĕнĕ производство йĕркелеме çĕр лаптăкĕ илеймест. Ку ыйтăва кĕске хушăра татса памалла. Ăна уйăрнă хыççăн производство объекчĕ тăвас ĕç нумай çул вырăнтан тапранмасть. Строительство пуçласа ярассине палăрмаллах хăвăртлатмалла».

ЧР суту-илÿпе промышленноç палатин ертÿçи Игорь Кустарин налукçăсем предпринимательсен ĕç-хĕлне тĕрĕслеме тытăнсан халĕччен пĕр кăлтăк та тупманни нихăçан та пулманнине, пур чухне те тенĕ пекех çитменлĕхшĕн асăрхаттарнипе кăна çырлахманнине палăртрĕ. «Кашни тĕрĕслев пĕчĕк е вăтам штраф панипе çеç мар, чи пысăккине хунипе вĕçленет», - терĕ.

Канаш членĕсем юлашкинчен ларура сăмах каланисен сĕнĕвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Предпринимательсен ыйтăвĕсене республикăн тата тивĕçлĕ муниципалитетсен ĕç тăвакан органĕнче пăхса тухса хурав парĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter