Тав çырăвĕ панă

Кушкă ялĕнче пурăнать Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă Александр Михайлович Михайлов. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарчĕ.

Чунĕпе ватăлмасть ветеран. Вăрçăн йывăр çулĕсем тата районсенчи магазинсенче суту-илÿ туни пирки каласа кăтартать. Александр Михайлович район центрĕнчи универмагăн сентрисем умĕнче 30 çул тăнă, заведующи пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин хисеплĕ ватăна паллă юбилейĕпе ăшшăн саламланă, вăрăм ĕмĕр суннă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн тата “Тăвайри кооператив” потребобществăн ертÿçисем В.Петровпа В.Федоров ăшă сăмахсем каланă.

В.ВАСИЛЬЕВ. (Тăвай районĕ)



24 сентября 2013
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter