Тăвай районĕ: уй-хир ĕçĕсене – çухатусемсĕр

Ĕнер район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă, вăлах çак уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх малашлăх валли тĕллевсем палăртнă.

Паянхи чи çивĕч темăсенчен пĕри – уй-хир ĕçĕсене çухатусемсĕр вĕçлесси. Ĕнерхи кун тĕлне çĕр улмине 98 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Пуçтарса илмелли тепĕр 200, кукуруза вырмалли 300 ытла гектар юлнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен çанталăк май паракан кашни меллĕ самантпа тухăçлă усă курма тăрăшмалла.

Ларура çавăн пекех муниципаллă çулсем тăвас, вĕсене юсаса пăхса тăрас, нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес, хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленес, çынсем пурăнакан вырăнсенчен çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухас тата ытти ыйтусене хускатнă.

Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне халалласа районта “Аслă ăру çыннисене – чыс та хисеп!” вунă кунлăх иртет.

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче çав ятпа район администрацийĕнче “Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕн” районти уйрăмĕн, ĕçпе вăрçă тата право сыхлав органĕсен ветеранĕсен канашĕн представителĕсен тĕл пулăвне йĕркелеççĕ.

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Тăвайра – “Кĕр парнисем–2013” ярмăркка.

Харпăр хăй сферинчи ĕç-хĕлпе 45-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Н.Павлов, “Янтиковская” управляющи компани” общество директорĕ Ю.Ефимов, полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов, районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Игнатьева паллаштарнă.

Г.ЕГОРОВА.



24 сентября 2013
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter