Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче пулнă

 Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă. Республика Пуçлăхĕ Туçи ялĕнче 18 хваттерлĕ çурта хута янă пулăма хутшăннă. Октябрь урамĕнчи 2№-лĕ çуртра, кăçал кăрлач уйăхĕнче газ айĕпĕпе  инкек пулнă вырăнта, халĕ çĕнĕрен илемлĕ çурт çĕкленсе ларнă. Хваттер хуçисене Михаил Игнатьев çĕнĕ çурта куçнă ятпа саламланă,  республика Правительстви Туçи ялĕнче кăçалхи çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕ çурт хăпартса лартма шантарнă сăмаха пурнăçланине асăннă. «Нихăçан та инкеке лекнĕ çынсене пăрахса хăварман, пăрахас та çук», - тесе палăртнă Пуçлăх. Пухăннисене, кам та кам  инкекрен тухма хăй вăхăтĕнче пулăшу панă, вĕсене чĕререн тав сăмахĕ каланă. «ПМК -8» ОАО Генеральнăй подрядчик çурта 7 уйăх хушшинче çĕклесе лартнă. Строительствопа монтаж ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Çурт патне илсе çитерекен çулсене, ачасене вылямалли вырăнсене пĕтĕмпех çĕнĕрен туса лартнă.  Çурта тавралла карта тытса тирпейленĕ.  Çакăн пек илемлĕ çурта кĕске вăхăт хушшинче çĕклесе лартнишĕн, таса чунпа хăйсен тивĕçне пурнăçланă «ПМК-8» ОАО  ĕçченĕсене:  Ижелеев Виталий Николаевича – Генеральнăй директорне,  Леонтьев Эдуард Юрьевича монтаж ĕçĕсен мастерне, Иванова Нина Ильиничнăна штукатур-маляра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Савăнăçлă пулăмра хваттер хуçисене ключĕсемпе  тивĕçтернĕ. Çак çурта куçнă Елена Арсентьева республика Пуçлăхне,  пурăнакансен ячĕпе çакăн пек пысăк тимлĕх хăйсем патне уйăрнишĕн, йывăр самантра пĕрремĕш кунранах, пулăшу панишĕн чĕререн тав тунă. Çурта çĕклесе лартса хута яма пурĕ 24,6 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фодĕнчен 10,5 млн. тенкĕ уйăрнă. Çĕрпӳре Михаил Игнатьев «Южный-1» тата «Южный-2» пĕчĕк районсенчи строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх,  проектпа килĕшӳллĕн пиллĕк хутлă 11 çурт тата 149 харпăрхăй тĕллĕн пурăнма уйрăм çуртсем лартма пăхса хăварнине каланă, унсăр пуçне 240 вырăнлă икĕ ача сачĕ çĕклеме палăртнă.  Нумай ачаллă çемьесене ку вырăнта çĕр лаптăкĕсемпе те тивĕçтернĕ. 2012 çулта пĕр ача садне хута янă та. Халлĕхе иккĕмĕш çуртне хăпартса лартассипе ĕçлеççĕ. Палăртнă вырăнта «ПМК-8» ОАО виçĕ нумай хваттерлĕ çурта çĕклессипе тимлет.  Пĕтĕмпе пĕчĕк районта 37,5 пин кв.м çурт-йĕр хута яма пăхса хăварнă. «Южный -2» пĕчĕк районта 2018-мĕш çул тĕлне нуммай хутлă 10 çурт тата 16 харпăрхăй тĕллĕн пурăнма уйрăм çуртсем лартма палăртнă. Палăртнă çуртсенчен çурринчен кăшт сахалрах экономкласслă хваттерсем пулĕç. Паянхи çул çӳревре Михаил Игнатьев Çĕрпӳри аграномипе технологисен техникумне çитсе килнĕ. Техникумăн фойинче студентсен ал ĕç ăстисемпе паллашнă, хыççăн вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе «çавра сĕтел» мелĕпе калаçу ирттернĕ. Техникумăн ертӳçи Рамиль Айзатов учрежденирен вăтам пĕлӳллĕ пысăк квалификациллĕ çĕвĕçсем тата ял хуçалăх валли специалистсем вĕренсе тухнине каланă. 8 професси илме май паракан  техникумра 900 студент вĕренет. Республика Пуçлăхĕ çак техникума вĕренме килнĕ çамрăксене ял хуçалăх енĕпе професси илме хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнишĕн тав тунă. Малашне те Правительство Чăваш Енри  вăтам пĕлӳ илме май паракан профессиллĕ вĕрентӳ учрежденийĕсене яланах пулăшса пыма хатĕр пулнине асăннă.   



24 сентября 2013
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter