Чăваш Правительствин ларăвĕнче

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков  республикăн 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекта тишкернĕ, ăна пухăннисем ырланă.  Вице-премьер - финанс министрĕ палăртнă тăрăх, çитес çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 31,4 млрд тенкĕ пулĕ, тăкаксем - 34,6 млрд тенкĕ. «Бюджет политикин приоритечĕсене çĕр-шыв Президенчĕ палăртнă, çавна май та Чăваш Енĕн хăй çине илнĕ яваплăха пурнăçламалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. 2015 çулăн бюджетăн тупăш пайне 32,4 млрд тенкĕ палăртнă, тăкаксем 34,9 млрд. тенкĕ, 2016 çулта 33,4 млрд тенкĕ, тăкакĕ 35,4 млрд. тенкĕпе танлашĕ. Канашлура Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджет саккун проектне те ырласа хăварнă Правительство членĕсем. 2014 çулта Фондăн тупăш пайĕ 10,1 млрд тенкĕпе танлашать, 2015 çулта - 10,7 млрд, 2016 çулта – 11, 3 млрд. тенкĕ пулĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков Республикăн 2020 çулчченхи Инвестици стратегине çирĕплетекен ĕç хутне тăратнă. Палăртнă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ  инвестиции тата ĕç климатне лайăхлатма пулăшасси, инвестицийĕн калăпăшне ӳстересси, халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма майсем тупса парасси. Михаил Игнатьев ĕç хутне тепĕр хут пăхса тухма сĕнсе хăварнă, улшăнусем кĕртнĕ хыççăн документа 2013 çул юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерме каланă. «Эпир паян документа ячĕшĕн çеç мар, вăл пурнăçа лайăх кĕрсе пытăр тесе йышăнатпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.   Паянхи ларура Чăваш Республикинче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ятарласа ирттернĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсене те тишкернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ палăртнă тăрăх, кăçал конкурсра 67  материал тăратнă. Палăрнисем валли  ятарлă укçа-тенкĕ пăхса хăварнă,  пĕтĕмпе - 580 пин тенкĕ. Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи – Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов хăш-пĕр муниципалитетсем конкурса хутшăнманнине палăртнă. Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



25 сентября 2013
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter