"Шантарнине яланах пурнăçлăпăр"

Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕнер Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче пурăнакансем питĕ савăнăçлăн кĕтсе илчĕç. Сăлтавĕ те пур: республика ертÿçи кăçал кăрлач уйăхĕнче Октябрь урамĕнчи çуртра йăлари газ сирпĕннĕрен килсĕр тăрса юлнă çынсене çĕнĕ хваттер уççисем пачĕ.

"Тĕрĕссипе, малтанлăха, инкек пулнă хыççăнах, çĕнĕ хваттерсем пама шантарнине ĕненесех килместчĕ. Çапах пире йывăр вăхăтра пăрахмарĕç, тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшрĕç. Строительсем çак çурта тума пуçласан вара иккĕленÿ сирĕлчĕ, вĕсем мĕнле ĕçленине кунсерен тенĕ пек килсе пăхрăмăр. Халĕ акă виçĕ хутлă кирпĕч çурт хатĕр те. Хваттерсенче мĕн кирли йăлтах пур /ăшă тата сивĕ шыв, çутă, газ/, стенасене обой çыпăçтарнă, тимĕр алăк лартнă... Савăнса кăна пурăнмалла халĕ пирĕн", - чунне уçрĕç çĕнĕ çурта куçма хатĕрленекен Галина Захаровăпа Анна Александрова. Взрыв хыççăн вĕсем çемйисемпе тантăшĕ, хунямăшĕ патĕнче пурăннă.

"Республика Правительстви хăйĕн сăмахне тытрĕ: çĕнĕ çурта кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен хута яма тÿр килчĕ. Эпир инкекре нихăçан та никама та пулăшмасăр тăман. Чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлине - ниме мелне - ĕмĕрне те пăрахăçлас марччĕ пирĕн. 18 хваттерлĕ çак çурта çĕнĕ технологисемпе усă курса, энергорессурсене перекетлемелли условисене пăхăнса хăпартнă", - терĕ Михаил Игнатьев çынсене хваттер уççи панă май. Тахçантанпах кĕтекен уçăсене пĕрин хыççăн тепри тухса илнĕ май чылайăшĕн куçĕ савăнăçлăн çиçрĕ, хăшĕ-пĕрин шывланчĕ те. "Мĕн тери телей ку!"- чун хăпартланăвне пытармарĕç хĕрарăмсем. Çуртра пурăнакансен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне Елена Арсентьева тав сăмахĕ каларĕ, сумлă хăнасене хăйсем патне кĕрсе курма чĕнчĕ. Вĕсен икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕнче хăтлă та таса, ăшă та хитре. Подъездра вара - чечексем.

Генподрядчик - "ПМК-8" АУО - строительство ĕçĕсене 7 уйăхра вĕçленĕ. Тирпей-илем пирки те манман: çул-тротуар тунă, ача-пăча площадкине çĕнетсе юсанă, çĕнĕ вăйă оборудованийĕ туянса вырнаçтарнă, çурт тавра карта тытнă, саксем лартнă. Михаил Васильевич хăйсен тивĕçĕсене таса кăмăлтан пурнăçланăшăн "ПМК-8" АУО генеральнăй директорне Виталий Ижелеева, строительство-монтаж ĕçĕсен мастерне Эдуард Леонтьева, Нина Иванова штукатур-маляра Тав хучĕпе чысларĕ.

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çĕрпÿри "Южный-1" тата "Южный-2" микрорайонсенче строительство ĕçĕсем /кунти объектсене те "ПМК-8" строителĕсем хăпартаççĕ/ мĕнле пынипе паллашрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх - "Южный-1" микрорайонта /лаптăкĕ - 38,5 га/ граждансен тĕрлĕ категорине пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес тĕллевпе пилĕк хутлă 11 тата уйрăм 149 çурт тума палăртнă. Унсăр пуçне 240-шер вырăнлă икĕ ача сачĕ, лавкка тата автостоянка хăпартма планланă. Нумаях пулмасть асăннă микрорайонта шкул тума йышăннă, çавна май халĕ планировка проектне улшăнусем кĕртеççĕ. 2012 çулта пĕрремĕш ача садне хута янă ĕнтĕ, теприн строительствине кăçал пуш уйăхĕнче пуçланă. Нумай ачаллă 75 çемьене çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Хальхи вăхăтра микрорайонта нумай хваттерлĕ виçĕ çурта хăпартас ĕç пырать. Виççĕшне те кăçалах хута ярасшăн. Вĕсенчи 9 хваттере ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенче пурăнакансене пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн, 6-шне тăлăх ачасене пама хатĕрленеççĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ çуртсенче çамрăк миçе çемье хваттер туянас кăмăллипе кăсăкланчĕ, влаç органĕсен патшалăхăн социаллă гарантийĕсене вăхăтра тивĕçтерме тăрăшмаллине аса илтерчĕ.

"Южный-2" микрорайон валли уйăрнă 20 га çĕр лаптăкне федераци пурлăхĕнчен Чăваш Республикин патшалăх пурлăхне - çурт-йĕр строительстви валли - куçарнă. Кунта та нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсем хăпартма йышăннă, çав шутран 50 процентран кая мар эконом-класли пулĕ. Хальхи вăхăтра кунта уйрăм 16 пÿрт тата 30 хваттерлĕ çурт тума пуçланă. Çав шутран 10 хваттерне авариллĕ тата ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенче пурăнакан граждансене парĕç. Михаил Игнатьев застройщикăн мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивнине ыйтрĕ. Строительство ĕçĕсем уйра пынăран çуртсене инженери сечĕсемпе çыхăнтарас енĕпе чăрмавсем сиксе тухма пултараççĕ-мĕн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтусене вăраха ямасăр татса памаллине палăртрĕ.

Çĕрпÿри аграри-технологи техникумĕнче Михаил Васильевич студентсен декораципе хушма искусство куравĕпе паллашрĕ, вĕренÿ мастерскойĕсене кĕрсе курчĕ. Пулас çĕвĕçсем автомат мелĕпе ĕçлекен "Тĕрлесси" системăпа мĕнле усă курмаллине кăтартрĕç. Хăнасем пулас модельерсемпе те курнăçрĕç. Техникумра хальхи вăхăтра 900 ытла студент пĕлĕвне тарăнлатать, çĕвĕ производствин тата ял хуçалăх отраслĕн профессийĕсемпе специальноçĕсене алла илет. Техникум 2013 çулта инноваци программисене ĕçе кĕртекен вĕренÿ учрежденийĕсен республика конкурсĕнче çĕнтернĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Кунтан юлашки икĕ çулта вĕренсе тухнисен 50% хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçнă, 20% çара кайнă, 20% аслă пĕлÿ илет, ыттисем - декрет отпускĕнче. Çамрăксем ĕçе вырнаçассин ыйтăвне "çавра сĕтелте" те сÿтсе яврĕç. Унта студентсем, техникумран вĕренсе тухнисем тата ĕç паракансем хутшăнчĕç. Хĕрсемпе каччăсем паянхи ĕç рынокĕнче çухалса каяс мар тесен чи малтан мĕн асра тытмаллине, "Ĕçе пуçăнакан фермер" программăна малалла тăсма хатĕрленни-хатĕрленменнине, хăйĕн бизнесне уçма ĕмĕтленекенсен чи малтан мĕн тумаллине тата ыттине ыйтса пĕлчĕç. Михаил Игнатьев паянхи кун ĕçсĕр юлас мар тесен çамрăксен чи малтан пĕлĕве тарăнлатмаллине, ăна практикăра çирĕплетмеллине каларĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем те студентсене ку енĕпе усăллă сĕнÿ пачĕç.

 

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 сентября 2013
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter