Элĕк районĕ: таварçаврăнăшĕ ÿсет

Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче районти мĕн пур суту-илÿ предприятийĕсен таварçаврăнăшĕ 326 миллион та 893 пин тенкĕпе танлашнă (пĕчĕк предприниматель ĕçĕ-хĕлне шутламасăр). Çакă пĕлтĕрхи 8 уйăхрипе танлаштарсан, 102,3 процент пулать. Асăннă тапхăрта обществăлла апатлану организацийĕн таварçаврăнăшĕ 34 миллион та 103 пин тенкĕне çитнĕ, ÿсĕм – иртнĕ çулхинчен 19,3 процент. Халăха 58 миллион та 36 пин тенкĕ тÿлевлĕ пулăшу панă (пĕлтĕрхинчен 11,1 процент нумайтарах).



26 сентября 2013
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter