Çемье пĕлтерĕшĕ пысăк

Вутлан шкулĕнче «Çемьепе çыхăнса тата килĕштерсе ĕçлемелли тытăм, ачана шкулта вĕреннĕ чухне аталантармалли тĕллевсемпе меслетсем» темăпа директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Ку ыйтупа асăннă шкулăн директорăн çумĕ Татьяна Пантелеймонова тухса калаçнă. Вăл çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани панă çĕрте çемье пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. Çавна май шкулта «Шкул – вĕренекен – çемье» пĕрлĕх йĕркеленĕ. Çакă ачан вĕренес туртăмне аталантарма нумай пулăшать.

8-мĕш класс ертÿçи Светлана Капитонова ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе «Эпĕ, эсĕ, вăл – пĕрле туслă çемье» ятпа уçă урок ирттернĕ. (Элĕк районĕ)

Директорсен çумĕсем тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă, 2013–2014 вĕренÿ çулĕ валли ĕç планĕ йышăннă.

 



26 сентября 2013
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter