Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери XII "Сочи-2013" инвестици форумĕн мероприятийĕсене хутшăннă

Авăн уйăхĕн 26-29-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери XII "Сочи-2013" инвестици форумĕн мероприятийĕсене хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ пĕрлехи "Экономика аталанăвĕ тата пурнăç пахалăхĕ, ыйтусем тата малашлăх" ларăва, Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев федераци субъекчĕсен ертӳçисемпе регионсен инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес ыйтусемпе ирттерекен тĕл пулăва, темиçе "çавра сĕтеле" тата дискуссисене хутшăннă. Форум вăхăтĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе "Оргсинтез ушкăн" АХО хушшинчи Çĕнĕ Шупашкарта "Химпром" АУОн промышленноç лапамĕнче "Антрахинон мелĕпе çулталăкра 50 пин тонна водород перекиçĕ туса кăларакан çĕнĕ производство йĕркелесси" проекта пурнăçламалли килĕшĕве алă пуснă. Çавăн пекех Чăваш Ен Правительствипе "Раççей сечĕсем" АУО Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче электроэнергетика отраслĕ валли специалистсем хатĕрлекен тытăма аталантарас енĕпе алла-аллăн ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

 



27 сентября 2013
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter