Раççейри конкурса хутшăнать

Пĕтĕм Раççейри “Раççей хĕрарăмĕ–2013” наци конкурсĕн çурма финалĕшĕн сасăласси октябрĕн 2-мĕшĕнче вĕçленет. Унта Чăваш Ен сумне Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Татьяна Андреева хÿтĕлет. Вăл юрра-кĕвве юратма вĕрентет, регионри конкурсра çĕнтернĕ. Финала тухас тесен унăн ытларах сасă пухмалла.

Конкурса хутшăнакан хĕрарăмшăн сайт çинче сасăлама пулать. WR1000913 текстпа 4446 номер çине СМС-хыпар ямалла. СМС хакĕ – 40 тенкĕ.

Конкурс финалĕ кăçал ноябрĕн 12-мĕшĕнче пулать. “Раççей хĕрарăмĕ” – федераци шайĕнчи социаллă проект. Пилĕк çул хушшинче пĕр миллиона яхăн çын хутшăннă унта. (А.Тимофеева)



27 сентября 2013
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter