Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячӗпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Машинӑсем тӑвакан отрасль Чӑваш Ен промышленноҫӗн тӗп пайӗ пулса тӑрать. Пирӗн машинӑсем тӑвакансен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне, вӗ­сем хӑйсен ӗҫне пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫланине пула республикӑри предприятисем лайӑх пахалӑхлӑ тата шанчӑклӑ продукцисем туса кӑла­раҫҫӗ, ҫапла майпа Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи малта пыракан компанисемпе тивӗҫлипе тупӑшма пултараҫҫӗ. 

Паянхи пурнӑҫ ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли тӗллеве пурнӑҫлас тесен производствӑна техника тӗлӗшӗнчен малалла та пуянлатса тата ҫӗ­нетсе  пымаллине ӑнланса ӑша хывма хистет. Машинӑсем тӑвакан комплекс ӗҫченӗсен ӑслӑлӑх тата тех­­ника тӗ­лӗшӗнчи пысӑк пултарулӑхӗ, управлени ӗҫӗнчи тӗрӗс йы­шӑ­нӑ­вӗсем тата вӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан па­рӑнни отрасле малалла та ӑнӑҫлӑн аталантарма пулӑшса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Хӑйсен паха опычӗпе пӗлӗвне ҫамрӑк ӑрӑва паракан Чӑваш Енри машинӑсем тӑвакан отраслӗн ветеранӗсене уйрӑмах тав тӑватӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ырӑ шанӑҫ, ырлӑхпа телей сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                 М.Игнатьев



27 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter