Тăвай районĕ: пурте – эстафета чупăвне

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче СССР летчик-космонавтне, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаева асра тытса çăмăл атлетсен “Советская Чувашия” тата “Ял ĕçченĕ” хаçатсен парнисемшĕн йăлана кĕнĕ эстафета ăмăртăвĕсен районти тапхăрĕ пулать, ирхине 11 сехете пухăнмалла. Дистанци – 400 м.

Ăмăртусем 7 ушкăнра иртеççĕ:

вăтам шкулсем – 3-шер хĕрпе 3-шер яш;

вăтам шкулсем 9-мĕш класс таран – 3-шер хĕрпе 3-шер яш;

спортпа туслă çемьесем – ашшĕпе амăшĕ тата 13 çултан аслă мар ачи. Дистанцисем: ашшĕн – 400 м, амăшĕн – 300 м, ачин – 100 м.;

шкулта вĕрентекенсен команди – 2 арçынпа 3 хĕрарăм;

ял тăрăхĕсен команди – 3 арçынпа 2 хĕрарăм;

предприятисем, организацисемпе учрежденисем – 3 арçынпа 2 хĕрарăм;

район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсем, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органĕсен пайĕсемпе уйрăмĕсем – 2-шер арçынпа 2-шер хĕрарăм.

Мала тухнисене дипломсемпе хаклă парнесем, вăтам шкулсен тата спортпа туслă çемьесен ушкăнĕсенчи çĕнтерÿçĕсене редакци район хаçатне 2014 çулшăн 6 уйăха тÿлевсĕр çырăнса парать.



03 сентября 2013
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter