Газификаци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

 Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Газпром» АУОра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведев ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Халăха газпа тивĕçтерес, регионсене газ кĕртес тытăмри программăсемпе ыйтусене сÿтсе явнă.

Раççей Федерацийĕн территорине газ кĕртесси - çĕр-шывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕнче газ кĕртнин вăтам шайĕ 83,1% яхăн пулнă, çав шутран 64,4% - çут çанталăк газĕ, 18,7% - углеводород газĕсем. Хуласене тата хула йышши поселоксене сеть газĕпе 70,1% тивĕçтернĕ, ялсене 53,1% чухлĕ газ кĕртнĕ.

2005 çултан пуçласа «Газпром» АУО тата регионсен администрацийĕсем газ кĕртесси çинчен килĕшÿсем йышăнма, газ кĕртес тата газпа тивĕçтерес енĕпе пĕрлехи программăсем хатĕрлесе çирĕплетме пуçланă.

2005-2012 çулсенчи тапхăрта газ кĕртмелли программа валли «Газпром» 180 млрд тенкĕ яхăн уйăрнă /2013 çула 33,9 млрд тенкĕ палăртнă/. Кунсăр пуçне, «Газпром» АУО газопроводсем тата газ валеçекен станцисем тума 100 млрд ытла тенкĕ хывнă. Чăваш Енре «Газпром» АУО 2005-2012 çулсенче газ валеçекен сетьсем тума 512 млн тенкĕ янă.

Йышăннă программăсемпе килĕшÿллĕн «Газпром» газа ял-хула патне илсе пырас енĕпе ĕçлет. Регион влаçĕсем потребительсене газа йышăнма хатĕрлеççĕ, поселоксенчи газ пăрăхĕсене тăваççĕ.

Çав вăхăтрах газпа тивĕçтерес тытăмра çĕр-шыв регионĕсене газ кĕртме чăрмантаракан ыйтусем пур. Уйрăммăн илсен, потребительсене газ йышăнма хатĕрлемелли вăхăтсене тăсса пыни газ инфратытăмĕн хальхи объекчĕсен хăватне чакарать. «Ку туса лартнă инфратытăм ĕçсĕр пулнине, çынсем газ кĕтсе илейменнине, пирĕн промышленноçпа ял хуçалăхне хушма инвестицисем килейменнине пĕлтерет», - тенĕ Дмитрий Медведев.

Кунсăр пуçне, регионсем потребительсене газ йышăнма хатĕрлес тĕлĕшпе хăйсен обязательствисене пурнăçламанни региона инвестицисем явăçтарма, промышленноçа аталантарма чăрмантарать.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх - газ кĕртес енĕпе бюджет тата бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчи укçа-тенке явăçтарса пысăк ĕç туса ирттернĕ, паянхи кун тĕлне республика территорийĕнче мĕн пур ял-хулана тенĕ пекех газ кĕртессине вĕçленĕ. Газпа усă куракан 6 пин ытла объекта ĕçлеттерме пуçланă, газ пыракан тытăмăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 15 пин километрпа танлашать.

Чăваш Республикинче 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çут çанталăк газĕ кĕртнин шайĕ вăтамран 84% пулнă, çав шутра хуласенче тата хула йышши поселоксенче - 98,8%, ялсенче - 65,3%.

Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - Шупашкар хулин Атăл леш енне газ кĕртмелли проекта «Газпром» АУОн инвестици программине кĕртесси çинчен килĕшсе татăлнă. Çак проекта пурнăçлани кунти курорт зонин инвестици илĕртÿлĕхне палăрмаллах ÿстерме май парать. Паянхи кун тĕлне унта 5 поселок вырнаçнă, 23 санаторипе кану бази ĕçлет.

«Газпром» акционерсен обществи çавăн пекех республикăра спорт объекчĕсем, уйрăммăн илсен Шупашкарта Пăр кермен тума хастар хутшăнать.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев газ отраслĕн ĕçченĕсене çывхарса килекен професси уявĕпе саламланă, пурнăç пахалăхне ÿстерме вĕсем пысăк тÿпе хывнине палăртнă.

 А.ЛЬВОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 сентября 2013
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter