Вĕренме - çĕнĕ шкула

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Пĕлÿ кунĕнче республика Пуçлăхĕ Аслă Пинер ялĕнчи шкулăн çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Строительствăна 2012 çулхи çу уйăхĕнче пуçланă, паян шкул мĕн пур требование тивĕçтерет: хăтлă вĕренÿ класĕсем, спорт тата акт залĕсем, мастерскойсем, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă апатланмăш, медицина блокĕ.

Михаил Игнатьев ачасене, вĕрентекенсене тата ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, çĕнелнĕ шкулта вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлÿ пама, тĕрлĕ енлĕ аталантарма лайăх условисем йĕркеленине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ шкула вырăсла тата чăвашла илемлĕ литература парнеленĕ, Чăваш Енĕн Олимп вăййисен пирвайхи çĕнтерÿçи Валериан Соколов ячĕллĕ çак вĕренÿ заведенийĕнче пулас чемпионсем йышлăн вĕреннине шанни çинчен каланă.

Михаил Васильевич педагогикăри тата воспитанири тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн шкул директорне Герман Боредские тав тунă, республикăн строительство комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн çак чыса «Урмарская» строительство организацийĕн ĕçченĕсем Юрий Васильев, Петр Григорьев, Маргарита Иванова тивĕçнĕ.

Михаил Игнатьев спорт залне, апатланмăша, вĕренÿ класĕсене, медицина пÿлĕмне кĕрсе курнă. 9-мĕш класра вĕренекенсем республика Пуçлăхне хăйсен малашлăх планĕсемпе паллаштарнă, кам пулма ĕмĕтленни çинчен каласа панă. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - ĕç рынокĕнче кирлĕ пулас тесен ачасен паянах лайăх вĕренмелле, çирĕп пĕлÿ илмелле.

Районта пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех Владимир Ивановăн фермер хуçалăхĕнчи ĕççипе паллашнă, хăйне евĕрлĕ сĕтел-пукан туса кăларакан предпринимателĕн Леонид Николаевăн мастерскойне кĕрсе курнă. Продукцие ăста уйрăм саккассем йышăнса хатĕрлет, ăна Вăрмар районĕнче кăна мар, республика тулашĕнче те сутаççĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 сентября 2013
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter