Йышпа тунă çитĕнÿ
Чăваш Енре тĕп хулан кунĕнче чи нумай йышлă зарядка иртнине çирĕплетекен Дипломсемпе чыслама Чăваш Республикине «Пари» информаци агентствин президенчĕ, «Раççей рекорчĕсен кĕнекин» тата «Европа рекорчĕсен кĕнекин» тĕп редакторĕ Алексей Свистунов килнĕ. Ку чыслав кăна мар, хăйне евĕр уяв. Юрă-кĕвĕ, ташă, хаваслă кăмăл... Ара çуллахи кану, отпуск, пахча вăхăтне пăхмасăрах зарядкăна 28 пин те 250 çын пухăннă!
Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов асăннă пысăк проекта хутшăнакансене хастар та пуçаруллă пулнăшăн, тăван хулана юратнăшăн тав тунă. Алексей Свистунов палăртнă тăрăх - Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансем рекорд кăна мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăннине кăтартса панă. «Шел, эпĕ чи пысăк йышлă зарядкăна хутшăнаймарăм, Аляскăри рекорда çирĕплетме кайнăччĕ. Сăмах май, сирĕн ентеш Беринг пырĕ /проливĕ/ урлă ишсе каçса рекорд кăтартнă. Сирĕн кăтартăва эпĕ сăн ÿкерчĕксемпе, видеоматериалсемпе, хаçатсемпе журналсенчи статьясемпе паллашнă хыççăн çирĕплетрĕм. Экспертсем ку зарядкăна официаллă статус парассине пĕр саслăн йышăнчĕç. Халĕччен кун пек çитĕнÿ пулман, ку - чăн-чăн рекорд»,- пĕлтернĕ вăл.
Савăнăçлă лару-тăрура рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртесси пирки килĕшÿ тунă. Халĕ вара тĕнче шайĕнчи рекордсен кĕнекинче «чи нумай йышлă зарядка» тесе çырнине кĕтмелли çеç юлать. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов асăннă мероприятие ирттерме хастар хутшăннă хула çыннисене - спортсменсене, волонтерсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, учрежденисемпе предприятисен ертÿçисене - Тав çырăвĕсемпе чысланă. «Ку çитĕнÿпе лăпланса ларасшăн мар эпир, умра хулан - çĕнĕ çĕнтерĕвĕсемпе рекорчĕсем. Вĕсем патне эпир пурте пĕрле ăнтăлăпăр, мĕншĕн тесен йышпа кăна пысăк çитĕнÿ тума пулать»,- тенĕ Леонид Ильич.
А.ГРОМОВА